Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Шывăн паха енĕсем

Çын сывлăхĕ вăл мĕнле шыв ĕçнинчен те нумай килет. Унпа сипленме те пулать. Шывăн паха енĕсем çинчен Раççейри паллă сиплевçĕ Юрий Андреев академик "Шыв _ Туррăн çĕр çинчи наместникĕ" кĕнеке авторĕ каласа кăтартать.

- Шыв темĕн те тума пултарать. Унăн тĕп паха енĕсенчен пĕри - вăл пĕтĕмпех "пĕлни": иртнине, хальхине, малашне мĕн пулассине. Шыв информацие йышăнма çеç мар, ăна малалла куçарма та пултарать. Ку енĕпе вăл çынран та "пултаруллăрах". Эпир хамăр пĕлекен чĕлхесенчи сăмахсене çеç ăнланатпăр. Шыв вара тĕнчери пĕтĕм чĕлхене ăнланать. Музыкăна, пичетленĕ текста, шухăшсене те уйăрать вăл. Шывăн информаци пахалăхĕсем çынна витĕм кỹреççĕ. Пирĕн кĕлетке _ 70-75, пуç мими _ 90, юн 95 процент таран шывран тăрать. Биологсем çакна палăртнă: шыв чĕрĕ организма тăрантарать çеç мар, информацие пĕр клеткăран теприн патне, пĕр органран теприн патне илсе çитерет. Çав вăхăтрах шыв эпир мĕн курнине, илтнине, шухăшланине пĕтĕмпех йышăнать тата ăнланать. Япони тĕпчевçи Масару Эмо-то ырă сăмахсем шыва мĕнле витĕм кỹнине тĕпчесе палăртнă: çав шĕвеке шăнтсан Çĕнтерỹ орденне аса илтерекен хитре кристалсем пулаççĕ. Усал сăмахсемпе вăрçăнсан вара кристалсем мар, пылчăка аса илтерекен йĕрсем аталанаççĕ. Кỹршĕ-аршăпа е ытти çынпа хирĕçнĕ хыççăн пирĕн "шалти шыв" мĕнлерех лару-тăрура пулнине чухлатăр-и халь? Çакăн хыççăн пирĕн организмăн клеткисем патне мĕнле информаци çитерĕ вăл? Апла пулсан усал сăмахсемпе ятлаçни, вăрçăнни çын сывлăхне пĕтерет. Телее, организмăн "шалти шывне" тасатма пулать. Шывăн тепĕр паха енĕ _ вăл хăйне хăй тасатма пултарни. Калăпăр, çын килне таврăннă, темле калаçăва е тĕл пулăва пула кăмăлсăр хăй. Ун пек чухне витрене е таза шыв тултарса ăна пуç тăрăх ямалла. "Манран пĕтĕм япăххи, начарри тухса кайтăр", _ темелле. Пуç тăрăх шыв ярассине йăлана кĕртсен те аван. Ку вăл кĕлеткене пиçĕхтерет, çапла шалти тĕнче те лайăхланать, çут çанталăк ритмĕсемпе килĕшỹлĕх çуралать. Тепĕр сĕнỹ: ĕçмелли шыв пур çĕрте тавлашма, усал сăмахсемпе калаçма ан тăрăшăр. Ун пек шывпа наркăмăшланма та пулать. Пỹлĕмри таса шыва ĕçмелле. Ăна чей те, кофе те, газ хушнă нимĕнле сĕткен те улăштараймасть. Çак суррогатсем организм ыйтнине тивĕçтереймеççĕ. Унсăр пуçне вĕсем организмри "саппас" шыва та кăларса пĕтерме пултараççĕ. Организма таса шыв çитменни тĕрлĕ чир çуратас хăрушлăх пысăк.



"Елчĕк Ен"
19 ноября 2008
00:00
Поделиться