Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Çутçанталăка упрасчĕ

Юлашки çулсенче çутçанталăка упрас ыйту питех те çивĕч тухса тăма пуçларĕ. Халь ĕнтĕ никам та иккĕленсе тăмасть, экологи ыйтавĕсене тимлĕн пĕлекен çынсене шкултанах вĕрентме тытăнмалла.
Мĕнле-ха ача экологилле пĕлÿ илме пултарать. Нумай шкулсенче халĕ экологи кружокĕсем пур, «симĕс» тата «кăвак» патруль, шкул лесничестви, пĕчĕк вăрман академийĕ тата ытти те. Тепĕр майлă каласан темĕн тĕрлĕ майпа та ăс параççĕ кунта ачасене, экскурси, лекци ирттереççĕ, вăрман-çарансене тухса тĕпчевсем тăваççĕ, нумай теориллĕ ыйтусем пăхса тухаççĕ. Ку ĕçсем вара пурте ачасемшĕн хайсен вăйне туйма, нумайрах пĕлсе, çутçанталăк законĕсене пăхăнса малалли пурнăçра та экологи ыйтăвĕсене асра тытма вĕрентет. Кашни ача хăй аллипе тытса курсан, чунĕпе туйса илсен çутçанталăкри нумай пулăмсене тимлĕн пăхăнсан, тен, хальхи пек экологи проблемисем пулмĕç те. Ача шкулта вĕренсе тухсан те-мĕнле пысăк çын та пулма ĕмĕтленет. Ун чухне пысăк производствăлла ыйтусене сÿтсе явнă май, тен, çутçанталăк çинчен те аса илмелли пулать.
Нумай чухне çынăн ĕç тытăмне пĕлсе ĕçлеме хушаççĕ авалтанпах. Эпир вара плакатсемпе транспорантсем патĕнчен кунне темиçе хут та шухăша каймасăрах иртсе çÿреме хăнăхатпăр. «Вăрмана пушартан сыхлăр», «Вăрман çын юлташĕ» кун пек плакатсем пире пĕрре те чарăнса тепĕр хут шухăшласа пăхма чĕннине астумастпăр.
Шкул ачисем çулçÿреме питĕ кăмăллаççĕ. Çавна та шута илмелле пирĕн. Пушă вăхăтра ачасем аякри вырăнсене те çитсе курасшăн. Шкулти лесничество ушкăнĕнчи ачасем йывăçсем лартса вăрмана сыхлас ĕçе хутшăнаççĕ. Темиçе пин йывăç лартса кайран вĕсене упраса хăвармалли планпа ĕçлеççĕ.
Турханкасси шкул ачисем те экологи ушкăнне пухăнса вăрманта йывăçсем лартма пикенчĕç. Çуркунне лартса хăварнă йывăçсем 80-85 : таран вăй илсе çитĕнме тытăннă. Ку ачасене питех те савăнтарчĕ. Авăн-юпа уйăхĕсенче йывăçсем лартмалли уйăхлăх акци пынă май ачасем 12 га çинче 4, 5 пин тĕп пĕчĕк йывăç лартса çуркуннехи чĕрĕлсе вăй илейменнисем çумне хушса тухнă. Ку ĕçре яланхи пекех ачасене Турханкассинчи лесничествăра ĕçлекен Владислав Алексеевич Семенов нумай пулăшать. Вăл ачасене каласа кăтартса ăнлантарсан ачасен ĕçĕ те кал-кал пырать. Шкул ачисен нумай чухне ыйтусем те пулаççĕ. Пурне те тĕплĕн каласа пама тăрăшать Владислав Алексеевич. Ахальтен мар пулĕ Турханкасси шкулне пĕтерсен ачасенчен хăшĕ-пĕрисем Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне вĕренме çул тытаççĕ. Пирĕн шкул ачисем вăрмана, уй-хире питех те кăмăллаççĕ. Нумай ĕçсем вĕренекенсем пу-лăшнипе иртеççĕ. Ачасем час-часах вăрмана каяççĕ. Кун пек илĕртÿллĕ ĕçсем вĕсен пĕлĕве хушма та пулăшать. Вĕсем наукăпа практика конференцийĕсене те хутшăнаççĕ, тĕпчев ĕçĕсем те ирттереççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 2-мĕш класри Александра Васильева республикăри конференцине хутшăнса ятарлă свидетельство илнĕ. 3-мĕш класри Екатерина Краснова, 7-мĕш класри Ксения Иванова, 8-мĕш класри Ксения Волкова, 9-мĕш класри Анастасия Ефремова район конференцине активлă хутшăннă. Кун пек çутçанталăка ăнланакан тата тĕпчевçĕсен ушкăнĕ пур чухне ĕçсем малалла та аван пырĕç тетпĕр эпир вĕрентекенсем.
Пуринчен те кирли вара – ачасен тавракурăмне анлăлатни, вĕсем экологи енчен те культурăллă пулни, малалли пурнăç çинчен шутлама вĕренни.
 


"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
22 ноября 2008
00:00
Поделиться