Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Тăван тавралăха сыхлар

Кашни çыннăн мĕн ачаран чун-чĕререн çывăха хурса юратакан вырăнĕ пур: вăл çуралса ỹснĕ тăван кил-çурт, теприн асĕнче ăс илме пулăшнă шкул, ял урамĕ, виççĕмĕшĕсем вара пĕчĕк чухне хăйсене пуçласа ашшĕ-амăшĕ алăран çавăтса ĕне çитерме илсе кайнă Кĕçĕн Пăла хĕрринчи симĕс улăха асран кăлармаççĕ.

Пуриншĕн те тăван кĕтесрен, тăван ялтан хаклă вырăн çук. Хамăрăн умра кашласа ỹсекен йывăçсем, пĕчĕкрен асра юлнă таврана тутлă шăршă саракан анне лартнă чечексем, ирхи кайăк юррисем, ура айĕнче хĕллехи кун шурă юр кăчăртатнисем... Çаксем мар-и пурнăçра чи асра юлакан самантсем, малалла талпăнма вăй-хăват парса тăракан пулăмсем? Çакăн пек ыйтусем тавра пулса иртрĕ те "Юратар та сыхлар тăван тавралăха" ятлă дискусси библиотекăра. Уйрăмах пурин кăмăлне те тивĕçтерме пултарчĕ "Савнă Елчĕк ен" кĕнекесен куравĕ. Унта тăратнă "Мĕнле йĕр эс хăварăн çĕр çинче?" экспозицисен тишкерĕвĕ пурне те тĕлĕнтерчĕ. Пуçтарăннă çынсем хăйсен куçĕсемпе курма пултарчĕç А.Миллинăн упранса юлнă ал çырăвĕсене, калавĕсемпе хайлавĕсене. Кунтах вĕсен куçĕ умĕнче З.Блиновăн Кĕçĕн Пăла хăвисенчен авса ăсталанă ĕçĕсем, А.Миловидовăн йывăçран, шăмăран касса ăсталанă чĕрчунĕсем, С.Сенькинăн тăван тавралăх илемне сăнлакан ỹкерчĕкĕсем, Г.Борисов хайланă юрăсен пуххи тата нумай ĕçсем. Дискуссине хутшăннă ял çыннисем пĕр пĕтĕмлетỹ патне тухрĕç: ял тирпейлĕ пулсан чун-чĕрере ырă туйăмсем çуралаççĕ, ырă ĕçсем тума хавхалантараççĕ. Тирпей-илем, тасалăх _ пурте хамăршăн, сывлăхшăн, çут çанталăк управĕшĕн.

 



"Елчĕк Ен"
06 декабря 2008
00:00
Поделиться