Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

МĔНЛЕ ШЫВ ĔÇЕТПĔР?

Чăваш Ен юхан шывсемпе, кÿлĕ-пĕвепе пуян. Унăн территорийĕнче 2356 юхан шыв. Çав шутра
Атăлпа Сăр, Мăн Çавал, Пĕчĕк Çавал, Энĕш, Кĕтне, Пăла тата ыттисем. Юхан шывсен пĕтĕмĕшле тăршшĕ 8650 километрпа танлашать. Чăваш ялĕсен ытларах пайĕ шывсен çывăхне вырнаçнă. Ку мĕншĕнни паллă: шыв хĕрринче улăх-çаран сарăлса выртать, çĕр пулăхлă, таврана нÿрĕк сарăлать, шывĕ хуçалăхра усă курма питĕ кирлĕ.
Чăваш Ен экономикишĕн кÿлĕсем те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсенчен ялсем шыв илсе тăраççĕ, халăх хуçалăхĕ усă курать. Хĕрĕх ытла кÿлле республика тата вырăнти хăй тытăмлăхсен шайĕнче çут çанталăк палăкĕ тесе палăртнă. Çав вырăнсенче пин-пин кайăк-кĕшĕк, ытти тĕрлĕ чĕр чун ĕрчет, хăйсен хыççăн ăру хăварса вĕсем тавралăха чухăнланма памаççĕ, чун кĕртсех тăраççĕ, сиенлĕ хурт-кăпшанкăна пĕтерсе çут çанталăк пуянлăхне таса тытма пулăшаççĕ.
Пурĕ 754 кÿлле шута илнĕ. Чи паллăраххисем Хура, Пысăк Акăш, Шурă, Кÿлхĕрри, Çутă, Когояр кÿллисем. Красноармейски районĕнчи Яманак кÿллине халиччен те тĕплĕн тĕпчесе пĕлеймен-ха. Республика территорийĕнче виçĕ пине яхăн пысăк пĕвепе шыв управне шута илнĕ, кусем те халăх хуçалăхĕшĕн, таврара пурăнакансемшĕн - пысăк пуянлăх. Пĕтĕм шыв управĕпе пĕвесенчен 31-шĕнче пĕр миллион кубла метр ытла шыв упранать. Юлашки вăхăтра çĕр айĕнчи шывсене тĕпчесси анлă сарăлса пырать, вĕсенчен чылай çĕрте сутлăх минерал шывĕ е таса шыв нумай кăлараççĕ.
Шутласан, Чăваш Ен халăхĕ шыв калăпăшĕ енчен çăтмахри пек пурăнать темелле. Шел, пурнăç чăнлăхĕ урăхла шухăш патне илсе пырать. Юхан шывсен çывăхĕнчи çĕр эрозипе çав тери нумай сиенленет. Çавна пула çуллен пин-пин тонна тăпра çухалать, çырма тĕпĕсем тулса, ăшăхланса пыраççĕ, чĕр чунсен тĕнчи пĕтет, юхан шыв çыранĕсем тăрăх тарăн варсем пулса юлаççĕ т. ыт. те.
Шухăшлаттаракан тепĕр çивĕч ыйту та пур. Мĕнле шыв ĕçетпĕр? Юхан шывсем вараланни вăрттăнлăх мар. Шыва нефть продукчĕсем, тислĕк шывĕ е ытти таса марлăх нумай лекет. Çакă ферма çурчĕсем, машина-трактор паркĕсем, нефть продукчĕсен объекчĕсем юхан шывсен çывăхĕнче пулнинчен, трактор-автомобильсене çыран хĕрринче çуса тасатнинчен тата ытти чылай сăлтавран килет.
Тĕпчевсем çакна кăтартса параççĕ: эпир ĕçекен шывра пăхăр, цинк, тимĕр хутăшĕсем, тĕрлĕ хлоридпа нитрат, синтетика япали пур. Шупашкар шыв управĕнче вара Менделеев таблицинче илсе кăтартнă пĕтĕм япала пухăннă пулĕ: çу вăхăтĕнче кунти шыв сийĕ симĕс тĕспе хупланнине нумайăшĕ асăрханă ĕнтĕ.
Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн Генеральнăй Ассамблейи 2008 çула “Шыв - пурнăç валли” ятпа халăхсен çулталăкĕ тесе палăртнă. Ку тÿрремĕнех çакна пĕлтерет: пахалăхсăр шыв ĕçнине пула çынна чир-чĕр асаплантарма тытăнать - унăн нерв тытăмĕ, ÿт-тир, пÿресем, сыпăсем, юн çаврăнăшĕ палăрмаллах хавшаççĕ, гипертони, холецистит, энтерит, колит тата ытти те пуçланаççĕ, çие юлнă хĕрарăмсем уйрăмах аптраççĕ.
Роспотребнадзор специалисчĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, Раççейре пурăнакансенчен çуррине яхăн япăх пахалăхлă шывпа усă курма тивет, вăл гигиена шайне тивĕçтермест. Пирĕн хуласемпе поселоксем ĕçекен шывăн çитмĕл проценчĕ çиелте юхса выртаканни. Вăл органика, металл, аммиак, пестицидсен хутăшĕсен шайĕпе санитари нормине тивĕçтермест. Хăш-пĕр специалист çирĕплетнĕ тăрăх, çын сывлăхĕшĕн органика хутăшлă хлор пĕрлешĕвĕ уйрăмах сиенлĕ. Вăл /паянхи куна 300-шне ытла палăртнă/ рака тата генсен мутацине аталанма пулăшать. Сăнаса пăхнă тăрăх, Раççейре пурăнакансен 61 проценчĕ кранри шывпа усă курать. Нумайăшĕ ăна фильтрпа тасатмасть е вĕретмесĕр ĕçет. Тĕрлĕ çăл куçри, таса мар çăлти шывпа усă куракан та йышлă. Ун пек шыв, паллах, сывлăхшăн сиенлĕ.
Акă мĕншĕн республика Президенчĕ Николай Федоров “Чăваш Республикинче пурăнакансене 2009-2020 çулсенче ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси” программăна алă пусса çирĕплетрĕ. Ку ыйтупа маларах та Указ йышăннă-ха. Унтанпа чылай яла паха шыв илсе çитерме ĕлкĕрнĕ. Ку ĕç малалла пырать. Хальхи документ вара пуçăннă ĕçе çĕнĕ шайра туса пыма хистет. Унта палăртнă тĕллевсене пурнăçлани питĕ кирлĕ. Мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра шыв тасатмалли системăсем пурнăç ыйтнине тивĕçтермеççĕ.
Президент программинче палăртнă ĕçсен шутне чи малтан çаксем кĕреççĕ: республика çыннисене пахалăхлă шывпа туллин тивĕçтересси* çынсен сывлăхне упраса хăварасси тата пурнăç шайне ÿстересси, ĕçмелли шыв вырăнĕсене тасатса тирпей-илем кÿресси.
Программăпа килĕшÿллĕн хулара пурăнакансене çĕр проценчĕпех, яллă вырăнта пурăнакансене 73, 7 процента çити пахалăхлă шывпа тивĕçтермелле. Программăна виçĕ тапхăрпа пурнăçлама йышăннă. Çитес вăхăтра Кире поселокĕнчи водовода, Буинск поселокĕн, Шăмăршă ялĕн, Йĕпреç, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Пăрачкав районĕсенчи ялсен пĕр пайĕн водопровочĕсене, Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски, Вăрнар районĕсенчи водоводсене тумалла. Ку объектсенчен чылайăшĕнче строительство ĕçĕсем пыраççĕ ĕнтĕ, 500 километр ытла водоводсене ĕçе кĕртмелле. Кунпа пĕрлех хула-поселоксен водовочĕсене çĕнетмелле пулать, йăлари канализаци системисене юсаса йĕркене кĕртмелле. Çапла майпа 2015 çул вĕçленнĕ тĕле 152 ялта пурăнакансене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтермелле.
Программăна пурнăçа кĕртме республика бюджетĕнчен 19 миллиард тенкĕ ытла уйăраççĕ. Палăртнă ĕçсене ăнăçлă пурнăçласа халăха ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерни унăн сывлăхне сыхлас, пурнăç шайне ÿстерес ĕçре тепĕр паллă утăм туни пулĕ.
 


"Хыпар"
11 декабря 2008
00:00
Поделиться