Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Çут çанталăк - пирĕн пуянлăх, ăна упрамалла

Ятарласа ĕçлесе хатĕрленĕ нормативлă право акчĕсемпе çирĕплетнĕ йĕркесене пурнăçласа 2008 çулта районти ялсен, предприятисемпе учрежденисен, организацисен территорийĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе сахал мар ĕç пурнăçланă, тĕрлĕ йывăç-тĕм лартса хăварнă.
Çавна май район территорийĕнчи ялсенчи санитари тĕлĕшĕнчи лару-тăру та лайăх енне улшăннă. Елчĕк, Акчел, Патреккел, Элекçей Тимеш ялĕсен çывăхĕпе юхса иртекен Кĕçĕн Пăла тата Аслă Пăла, Таяпинка юхан шывсен территорийĕсене, Хурăнвар çырминчи плотина таврашне тĕрлĕ çỹп-çапран тасатнă. Çĕре шыв çĕмĕрнĕ лаптăксене 68, 2 пин йывăç, 4, 5 пин тĕм лартса хăварнă. Çак ĕçе пурнăçлама районти предпринимательсем те хастар хутшăнчĕç. Елчĕкри Юбилей урамĕнче çĕнĕ парк йĕркеленĕ. Экологи тĕлĕшĕнчи ĕç-хĕле тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пырас тĕллевпе районти Депутатсен пухăвĕнче "Елчĕк районĕнче 2008-2010 çулсенче экологи хăрушсăрлăхне ỹстересси" тĕллевлĕ программа çирĕплетсе хăварни те ахаль мар. Асăннă тĕллевлĕ программăна тĕпе хурса çĕртме-утă уйăхĕсенче ял тăрăхĕсенче, вырăнти депутатсем хутшăннипе, ялсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртессин çĕнĕ йĕркисене палăртнă. Çапла майпа, уйрăм хуçалăхпа пурăнакансен çурт-йĕр таврашĕнчи, предприятисемпе организацисен, учрежденисен хăйсен территорийĕсенчи палăртнă чухлĕ лаптăксене тирпей-илем кĕртессишĕн, çуп-çапран тасатассишĕн яваплă пулса тăраççĕ. Çут çанталăка сыхлассин тĕлĕшĕпе ĕçлекен районти яланхи комисси членĕсем Елчĕкри ММПП ЖКХ ертỹçисемпе пĕрле ял тăрăхĕсенчи предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертỹçисемпе _ çут çанталăкпа усă куракансемпе тĕл пулса калаçнă. Ял пухăвĕсенче вырăнсенче пурăнакан çынсем усă курнă каяшсене вырнаçтарассине мĕнле пăхăнса ĕçленине тишкернĕ. Районти яланхи комисси членĕсем çут çанталăк сыхлавĕн тата санитари законодательствине мĕнле пăхăнса ĕçленине пĕтĕмлетнĕ, тĕрĕслев кăтартăвĕсене тĕпе хурса йĕркене пăхăнманнисем тĕлĕшĕпе актсем, протоколсем çырнă. Хăш-пĕр çитменлĕхсене пăхмасăр, иртнĕ çул районта çут çанталăк законодательствипе килĕшỹллĕн кил-çуртра тата производствăра усă курнă каяшсене вырнаçтарас тата санитари тĕлĕшĕнчи тасалăха çирĕплетес енĕпе сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2008 çулхи авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнчи (239-р №) йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ республикăри смотр-конкурс кăтартăвĕсем тăрăх Елчĕк ялĕ Чăваш Республикинчи яллă районсем хушшинче иккĕмĕш вырăна йышăнчĕ. Çут çанталăка сыхлас тĕлĕшпе ĕçлекен районти комисси кăрлач уйăхĕнче çĕнĕрен хăйĕн ĕçне пикенчĕ. Пирĕн çак тапхăрти тĕллев _ районти ялсен территорийĕсене санитари енĕпе йĕркене кĕртес тĕлĕшпе çирĕплетнĕ схемăсем пирки тĕплĕн ăнлантарса парасси. Уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансем, должноçри çынсем çут çанталăка сыхлас йĕркене тата санитари законодательствине пăхăнмасан саккунпа килĕшỹллĕн явап тытассине манмалла мар. Юлнă вăхăтпа усă курса çут çанталăкпа усă куракансен _ должноçри çынсен, уйрăм кил-çуртпа пурăнакансен çут çанталăка сыхлассин тата санитари законодательствипе килĕшỹллĕн çитменлĕхсене пĕтерес тĕлĕшпе кирлĕ ĕçсене туса ирттермелле.
 


"Елчĕк Ен"
17 января 2009
00:00
Поделиться