Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Лесничество сезона хатĕр

СИСМЕРĔМĔР те – хĕл иртсе кайрĕ. Çанталăк ăшăтнăçемĕн ăшăтса пырать, çавна май вăрмансенче пушарсем тухас хăрушлăх та тухса тăрать.
«Чăваш вăрманĕ» наци паркне илес пулсан, юлашки çулсенче вăрманта «хĕрлĕ автан» çунат сарнă тĕслĕхсем пĕрре те пулмарĕç. Кăçал та инкек ан пултăр тесе халех тăрăшма пуçларăмăр.

Пирĕн Баскак лесничествинче йĕркелĕхе патшалăхăн 13 инспекторĕ, 2 участок инспекторĕ пăхса-тĕрĕслесе тăраççĕ.

Пушара хирĕç кĕрешмелли икĕ ГАЗ-66 автомашина юсавлă, вĕсене Г.Матвеевпа В.Марков опытлă водительсене шанса панă. Кунсăр пуçне Р.Малеевăн ДТ-75 маркăллă тракторĕ те инкек çулне пÿлме хатĕр. Çавăн пекех, лесничествăра виçĕ мотопомпа пур, вĕсенчен пĕри – шывра ишекенни, унăн вăйĕ самаях хăватлă: пĕр минутра 100 литр таран шыв сирпĕтме пултарать.

Вăрманта вут-кăвар тухассине ятарлă дежурнăйсем те асăрхасах тăраççĕ. Пирĕн вĕсем кăçал та иккĕн пулаççĕ, кантурта – тепре. Пушар вышки çинче те çын пулать. Телефон çыхăнăвĕ шанчăклă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 апреля 2009
00:00
Поделиться