Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Шеллĕр хурăна, ан кÿрĕр хур ăна…

...Çут çанталăкăн ешĕл палăкĕсенчен пĕри - тĕнче чĕрĕлĕвĕпе пĕр вăхăтрах пуçне симĕс тутăр çыхма васкакан тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ шурă хурăн. Çак йывăçа мухтаса поэтсем сăвă хыççăн сăвă шăрçалаççĕ, пианино умне ларнă композитор, «шурă аппа» çинчен кĕвĕленĕ юрри ăнăçлă пулса тухнăшăн чунтан хĕпĕртенĕскер, ĕçтешĕсене унпа паллаштарасшăн хыпăнать...

“Йĕпреç вăрманĕсенчи пек илĕртÿллĕ те капăр хурăнсене эпĕ ниçта та тĕл пулман. Пушă вăхăт тупăнсанах тăван тăрăха çул тытатăп, тĕнче илемĕн паллине - шурă хурăна - сăпайлăн пуç тайма Хурашыв хĕррипе ретĕн-ретĕн карталанса тăракан йывăçсен катине васкатăп, - тет Чăваш халăх художникĕ, хăйĕн ачалăхĕпе çамрăклăхне Йĕпреçре ирттернĕ Виктор Немцев. - Манăн ĕçсенчен ытларахăшĕнче чăваш çынни кăмăллакан хурăн вырăн тупни пĕрре те ăнсăртран мар. Хурăнлăха кĕрсен мĕн асăрхатăп-ха? Йывăçсем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла ÿсеççĕ тейĕн. “Кама куратăн - çавна хыватăн текен каларăша асра тытса ÿснĕнех туйăнаççĕ вĕсем”.

Поэта та, композитора та, художника та çĕнĕ шыравсене туптама хавхалантаракан сăваплă йывăçа çулталăкра икĕ хутчен тустару тăвăлĕ авни çинчен пуç тавра шухăшласа пăхнă-и эсĕ, хаклă вулаканăм? Юр кайма ĕлкĕричченех, çеçпĕл-серте шăтса тухичченех пуртă тытнă çынсем вăрманалла утнине курсан чĕре сиксе тухасла тапма тытăнать манăн. Ăçта, мĕн тума каяççĕ çав çынсем? Хуравĕ паллă: çурхи ăшă çанталăк çитнипе хавасланса чĕрĕлĕх сĕткенне юхтаракан ката илĕртет вĕсене. Анчах каярахпа çак тăрăхра уçăлса çÿренĕ чухне куç тĕлне чуна çÿçентерекен ÿкерчĕк тухса тăрасси çинчен мĕншĕн шухăшламастпăр-ха? Çу уйăхĕн хĕвеллĕ кунĕнче те макăрать йăрăс та çинçе пÿллĕ йывăç. Савăннипе-хĕпĕртенипе мар, чунсăрсене тарăхса та ылханса... Хамăрăн тимсĕрлĕхпе, чунсăрлăхпа миçе хурăна шутран кăлармастпăр-ши? Шел, никам та шутласа пăхман çавна. Ырă çыннăмăрсем, ас тăвăр: йывăç та пирĕн пекех чĕрĕ, сисĕмлĕ чунлă. Вĕсене пуртăпа касса кÿрекен суран асап-инкеклĕ мар тетĕр-и? Вĕсем те ыратнине туяççĕ. Апла пулсан хурăнсем патне тÿрккес, кăнттам чĕреллĕ çынсене ямалла мар. Кашни йывăç çумне хуралçă тăратса тухмалла-и? Капла тума май килмĕ. Вăрман сукмакĕпе утакан кашни çынра хăйĕнче ăнланулăх пулмалла. Вăл çук тăк эпир çак йĕркесене пăшăрхануллă кăмăлпа çырнинчен нимĕн усси те пулмĕ.

Сăмах та çук, хурăн шывне юхтармаллах. Вăл - сиплĕ, çын организмĕшĕн кирлĕ сĕткен. Анчах çут çанталăкăн виçесĕр ырлăх-пархатарне йывăçа çав териех асап-нуша кÿмесĕрех илме май пурри çинчен манмалла мар. Хальхи биоэнергетика та çавна тĕпе хума ыйтать.

Хурăнлăха пуртă йăтса каймалла-и? Ун вырăнне кашни кил-хуçалăхри пĕчĕк пăрапа та усă курма пулать-çке! Унпа шурă хуппа кăшт кăна шăтаратăн та - савăта тап-таса бинт татăкĕ тăрăх чĕрĕ тумлам татти-сыпписĕр юхса тăма тытăнĕ. Ку меслет усăллă та, шанчăклă та, мĕншĕн тесен йывăç кăшт кăна аманать* хурăн шывĕ тухăçлăрах пуçтарăнать* пĕчĕк çеç шăтăка сад варĕпе е пластилинпа /вĕсене яланах пĕрле илĕр/ хуплама та меллĕрех.

Вырăссен паллă çыравçи Михаил Пришвин каланине илсе кăтартни питех те вырăнлă кунта. “Хурăн шывĕн тутлăлăхĕ мĕнле пуласси çын йывăç патне мĕнле кăмăл-туйăмпа пынинчен килет”, - тенĕ вăл. Манăн сире çурхи вăрман уçланкине йывăçсене сиен кÿме мар, çут çанталăкăн иксĕлми ырлăх-пуянлăхĕпе киленме, юрăç-кайăксен савăк сассине тăнлама илсе тухас килет. Тĕнче чĕрĕлĕвне ытти йывăçран маларах туйса илекен хурăн умне пырса тăрса вăл йăлтăр хĕвеллĕ куншăн еплерех хĕпĕртенине курнă хыççăн унăн сĕткенне тутанса пăхар та “шурă аппамăра” сăпайлăн пуç таяр...

Хурăн шывĕпе çыхăннă тепĕр пулăм пирки асăнса хăварам. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче вăрман комбиначĕсене çак шĕвеке пуçтарма ятарлă хушу паратчĕç. Лесничествăсен хушшинче тупăшу пыратчĕ ун чухне. Плана ирттерсе тултаракансене куçса çÿрекен вымпелпа тата премипе чыслатчĕç. Пухнă шĕвеке цистерни-цистернипе Çĕрпÿри тирпейлекен предприятие ăсататчĕç. Суту-илÿ предприятийĕсем хурăн шывĕнчен хатĕрленĕ ĕçмелли пылак сĕткене сутса сахал мар услам-пайта илнĕ. Демократи самани хуçаланма тытăнчĕ те - лавккасен сентрисем çинчен экологи енчен таса шĕвек савăчĕсем туххăмрах таçта кайса çухалчĕç. Вĕсене урăх регионтан е чикĕ леш енчен кÿрсе килнĕ шанчăксăр продукци улăштарчĕ. Турă панă тивлете хамăр тăрăхрах ытлăн-çитлĕн хатĕрлеме май пур çĕртенех ăна ытти çĕртен илсе килни, ахăртнех, пасар экономикишĕн вырăнлă пулас.

...Çурхи тĕнче ырлăх-савăнăçне палăртса, хăйне хĕл ыйхинчен вăратнăшăн калама çук хĕпĕртесе юхтарать те юхтарать таса мерчен пек тăрă сĕткенне вăййа тухнă чăваш пикине аса илтерекен шап-шурă хурăн. Вăрманçăсене паян унăн пархатарĕ нимĕн тума та кирлĕ мар. Тен, çавна хăйĕн пĕтĕм кĕлеткипе сисекен-туякан йывăç кăмăлсăрлăхĕпе пăшăрханăвне палăртса ытти чухнехинчен ытларах куççулĕ кăларать?.. Унăн ĕсĕклевне чунсăр çынсем курмаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем милĕк касма вăхăт çитмесĕр те хурăнлăха утмаççĕ...

 



"Хыпар"
15 апреля 2009
00:00
Поделиться