Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Тĕмерсем уйăхлăх ирттереççĕ

Çуркунне хамăр тăрăха çỹп-çапран тасатас, тирпей-илем кĕртес ыйту кашни ялтах çивĕч тăрать. Тĕмер ялĕнче те ку тĕлĕшпе ĕçлемелли пайтах.

Тăван ял сăн-сăпатне лайăх енне улăштарас тĕлĕшпе çак ялта çуралса ỹснĕ, Шупашкарти педагогика колледжĕн директорĕ, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ Валерий Сапожников ырă пуçару тунă. Вăл вырсарни кун шкулта учительсем, ял-йыш умĕнче тавралăха тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе уйăхлăх ирттерме чĕнсе каланă, пуçару ушкăнĕ йĕркеленĕ. Уйăхлăх вăхăтĕнче кашни çурт умĕсене, çырмасене ăпăр-тапăртан тасатмалла, строительство материалĕсене, вут-шанка картишсене кĕртмелле. Ялта спортпа кану площадки çук. Темиçе çул каялла ял администрацийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ Александр Муллин тăрăшнипе ĕлĕк лаша витисем пулнă лаптăка тикĕсленĕччĕ. Анчах та ĕç чарăнса ларчĕ. Пуçару ушкăнĕ çак вырăнта уяв уçланки йĕркелеме шутлать. Вăл Акатуй, спорт ăмăртăвĕсем ирттермелли вырăн пулать. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче уяв уçланки пулмалли лаптăка карта тытса çавăрма, йывăçсем лартма пĕтĕм ял-йыш, ялта çуралса ỹснĕ, халĕ унăн тулашĕнче пурăнакансем тухаççĕ. Тавралăха тирпей-илем кĕртмелли уйăхлăх тунти кун пуçланчĕ. Чи малтан шкул ачисем ĕçе пуçăнчĕç. Уяв уçланкине вĕсем çум курăкран тасатаççĕ. Валерий Сапожников тирпей-илем кĕртмелли уйăхлăха ял çыннисем кăна мар, тăван яла манман кашни ентеш çанă тавăрса хутшăнасса шанать.

 



"Елчĕк Ен"
15 апреля 2009
00:00
Поделиться