Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Тĕп ĕçсенчен пĕри

Раççей Федерацийĕн Конституцийĕпе килĕшỹллĕн кашни çын таса çут çанталăкпа усă курма пултарать. Унăн тăван тавралăха упрамалла, çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕ усă курмалла.

Çакна тĕпе хурса пурăнни çыннăн пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Елчĕк район пуçлăхĕ ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен районти ялсен территорийĕсене санитари тĕлĕшĕнчен тирпей-илем кĕртес, симĕслетес тĕллевпе ятарлă йышăну кăларнă. Территорине тирпей-илем кĕртес енĕпе пурнăçлакан мероприятисем çыннăн сывлăхне, пурнăç условийĕсене лайăхлатма май параççĕ. Район территорийĕнче ял инфраструктурин 347 обьекчĕ ( çут çанталăкпа усă куракан) шутланать. Çут çанталăк законодательствин требованийĕсене пурнăçлани вăл чи малтанах _ тăван тавралăха тирпейлĕ те таса тытни. Çак тĕллевпе хĕллехи тапхăрта уйрăм çуртпа пурăнакансене тата ял инфраструктурин руководителĕсене кун пирки пĕрре мар ăнлантарнă. Граждансен пухăвĕсенче, яланхи комиссин ларăвĕсенче çак ыйтăва нумай çĕкленĕ. Харпăр хăй пурăнакан çурт умĕсене таса та тирпейлĕ тытмаллине районта пурăнакансем лайăх пĕлеççĕ. Харпăр хăй территорине йĕркеллĕ тытнипе пĕрлех хăйсем тĕллĕн сарайсем туса лартмалла маррине, çỹп-çапа тата ытти каяшсене çунтармалла марри çинчен те тăтăшах аса илтеретпĕр. Тăхăр ял тăрăхĕнче те территорине санитари тĕлĕшĕнчен тасатас енĕпе Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор органĕпе килĕшсе схемăсем туса хатĕрленĕ.Ялсенчи тирпей-илемшĕн тăрăшнă чухне масарсем çинчен та манмалла маррине асăрхаттарнă. Ял çыннисемпе тăтăшах тĕл пулса çак çивĕч ыйтусене хускататпăр пулин те çырма-çатрана, пралуккасене çỹп-çап тăкакансем çав-çавах тĕл пулаççĕ. Çавăнпа та ял тăрăхĕсенчи яланхи комиссисен санитари нормисене пăхăнман граждансене пуçран шăлмалла мар. Кашни тĕрĕслев хыççăн сахал мар акт çырма тивет. Вĕсене вара прокуратурăна, Роспотребнадзор управленине тата районти административлă комиссине ярса паратпăр. Законодательство çулран-çул çирĕп ыйтать. Экологи тата санитарипе эпидемиологи требованийĕсене пурнăçламан граждансене 1 пинрен пуçласа 2 пин тенкĕ таран, должноçри çынсене 10 пин тенкĕрен пуçласа 30 пин тенкĕ таран, юридика сăн-сăпачĕ тумасăр предприниматель ĕçĕ-хĕлĕпе тăрăшакан çынсене 30 пинрен пуçласа 50 пин тенкĕ таран е ĕç-хĕле 90 куна чарса лартма, хăй тĕллĕн ĕçлекен организацисене 100 пин тенкĕрен пуçласа 250 пин тенкĕ таран штрафлама е 90 талăка ĕç-хĕле чарса лартма пултараççĕ. Палăртнă вăхăтра тỹлемесен каллех аминистративлă тỹлевсем кĕтеççĕ. Кăçалтан çак требованисене Раççей Федерацийĕн "Раççей Федерацийĕнчи административлă право нормисене пăсни çинчен" кодексĕнче палăртнă. "Чăваш Республикин административлă право нормисене пăсни çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн хуласемпе ялсен территорийĕсене тирпейлемелли правилăсене пăснăшăн административлă майпа çирĕп айăплаççĕ. Штраф суммисем пĕчĕк мар Çавăн пекех обществăлла масарсем çинче йĕрке пулмасан тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çирĕплетнĕ пытару вырăнне тытмалли правилăсене пăссан та штраф параççĕ. Çут çанталăкпа усă куракансем тата уйрăм çуртсемпе пурăнакансем хăйсен тивĕçĕсене çирĕп пурнăçласса шанас килет.

 



"Елчĕк Ен"
15 апреля 2009
00:00
Поделиться