Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

ЙЫВĂÇСЕМ КАСНĂ

Çул хĕррисемпе ÿсекен посадкăсене, вăрмансене саккунпа килĕшÿллĕн ятарласа çирĕплетнĕ çынсем пăхса асăрхаса тăраççĕ. Никам ирĕкĕсĕр унти пĕр йывăçа та касма юрамасть. Çакна Анатри Юлăш ялĕнче пурăнакан Н. пĕлмен-ши е усал ĕç çиеле тухмасса шаннă; Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче 22-ри яш хăйсен ялĕ çывăхĕнчи вăрмана çул тытнă. Яштака ултă юман йывăçа каснă, вĕсене киле илсе килнĕ. Ниçта та ĕçлемен çамрăк Хĕрлĕ Чутайĕнчи вăрман хуçалăхне 92 пин те 112 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Ку тĕслĕхпе халĕ следовательсем ĕçлеççĕ.

 



24 апреля 2009
00:00
Поделиться