Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Депутатсемпе çамрăксем йывăç лартнă

Пĕлтĕр кĕркунне Шупашкарти чи хитре вырăнсенчен пĕринче - Анне монуменчĕ çывăхĕнче - ЧР Президенчĕ Н.Федоров пуçарнипе улмуççи сачĕ “çуралнă”. “Шупашкар хули варринчи улмуççи сачĕ чăваш халăхĕ тăван çĕре юратнине, хисепленине палăртать. Çак сада чĕртни - Чăваш Ене сад-республикăна çавăрас ĕçĕн пĕр утăмĕ, вăл çут çанталăк илемĕпе, хăйĕн йăли-йĕркипе пуян пулĕ”, - тенĕ Николай Васильевич хăйĕн ячĕпе улмуççи лартнă май.

Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕн тата малтанхи виçĕ суйлаври депутатсем, “Пĕрлĕхлĕ Раççей” партин хулари уйрăмĕн канашĕн тата Мускав район администрацийĕ çумĕнчи Çамрăксен правительствин членĕсем, коопераци институчĕн педагогика отрячĕн хастарĕсем ырă çак ĕçе малалла тăснă - Анне монуменчĕ çывăхĕнче тепĕр 60 улмуççипе груша лартнă. Вăхăт çитĕ: çак сад чечеке ларĕ, çимĕç пама пуçлĕ, Шупашкар çыннисемпе хăнисене чăнласах та савăнтарĕ.

 



"Хыпар"
30 апреля 2009
00:00
Поделиться