Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Хунавсем ешерĕç

  Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче Йывăç кунĕ пысăк хастарлăхпа иртнĕ. "Комбайн", "Победа" хуçалăхсенче вăй хуракансем, Кивĕ Эйпеç, Кушкă шкулĕсенче вĕренекенсем, культура ĕçченĕсем хаваспах пархатарлă ĕçе хутшăннă. "Мичуринецсем" çак кун Кавал ялне пырса кĕнĕ çĕрти пушă вырăна 500 тĕп çăка, хурăн, чăрăш, пилеш йывăçĕсем лартнă. Кивĕ Эйпеçри сысна ферми, шкул, Аслă Пăла Тимешри культура çурчĕн территорийĕсенче чăрăшсем ешерĕç малашне. Паллах, лартнипе çеç мар, вĕсене пăхса тăрассипе те хăйсемех тимлеме палăртаççĕ тăван тавралăха юратакансем.

 



"Елчĕк Ен"
06 мая 2009
00:00
Поделиться