Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

АЛЛЕЯ УÇРĂМĂР

Хирти Сĕнтĕрти культура çуртĕнче, библиотекинче час-часах тĕрлĕрен мероприятисем ирттереççĕ. Нумаях пулмасть акă, Мăнкун уявне, чăваш чĕлхин кунне ирттертĕмĕр. Çĕнтерÿ уявĕ умĕн вара ял поселенийĕн ертÿçин Г.Е.Ефремовăн, ялти культура çурчĕн директорĕн В.А.Комарован пуçарăвĕпе культура çурчĕ çывăхĕнче ветерансен тата ялти çамрăк ачасен аллейине уçас терĕмĕр. Çак тĕллевпе Çĕнĕ Александровка çывăхĕнчен хурăн хунавĕсем кăларса килтĕмĕр. Ĕçре пире Нĕркеç вăтам шкулĕн 10-мĕш класĕнче вĕренекен А.Кольцов, А.Вишнев, йĕкĕреш Черновсем, Çĕнĕ Кипеçри культура çурчĕн директорĕ А.Можаева, Нĕркеçри культура çуртĕнчи художествăлла пултарулăх ертÿçи П.Иванов, Нĕркеçри А.Краснов пысăк пулăшу кÿчĕç. Çав кунах илсе килнĕ хунавсене лартса хăвартăмăр. Пулас аллейăн пĕрремĕш хунавне лартма вăрçă ветеранне И.Я.Салмина ыйтрăмăр. Ăна пулăшма вара 1-мĕш класра вĕренекен Лев Пыркин хапăл пулчĕ. Çав кун йывăçсем лартнă çĕрте шкул ачисем те, вĕсен амăшĕсем те питĕ тăрăшса ĕçлерĕç. К.Вишнева, К.Кузнецова, Г.Федорова, Н.Константинова, С.Дубкова, А.Светлова, Т.Свеклова, Н.Константинова, Н.Лисицына, Т.Ченакина, В.Комарова, О.Александрова тăрăшнипе 70 тĕп хунав лартса хăвартăмăр. Ку ĕçре вара чи çамрăкки Витя Прокопьев пулчĕ. Вăл çав кун хăйĕн пурнăçĕнче пĕрремĕш йывăç, иккĕмĕшне вара Чечен вăрçин инкекне курнă, десант çарĕнче службăра пулнă ашшĕ ячĕпе лартрĕ.

Хирти Ĕнел ялĕнче пурăнакансене çакăн пек чĕнсе калас килет: лартнă хунавсене кашнинех упраса хăварасчĕ, выльăхсене çитерсе çак ырă ĕçе сая ярас марччĕ.

 



"Каçал Ен"
16 мая 2009
00:00
Поделиться