Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

ĔМĔР АСĂНМАЛĂХ

ĔМĔР АСĂНМАЛĂХ
ВИÇПŸРТ Шăмăршă ялĕ. Валерий Яковлев çуралнă çурт. Ăна унăн ашшĕ Николай Яковлев 1937 çулта лартнă. Ун чухне Валера çуралман-ха. Катьăпа Луиза вара - тĕнчене килнĕ.
Çĕнĕ çурт та, ача-пăча та пур. Савăнса кăна пурăн. Анчах пĕтĕм шанăçа, ĕмĕте ылханнă вăрçă татнă. Кĕçĕнни Валера икĕ çул та тултарайманскер, ашшĕне ас тумасть. Анчах та çакă вăл çывăх çыннине маннине пĕлтермест. Амăшĕ Манюк аппа пурнăçран уйрăлнăранпа 11 çул иртрĕ. Ашшĕ пурăннă тăк тепĕр уйăхран 100 çул тултармаллаччĕ. Çук вĕт, 32 çултах куçне хупнă вăл. Сăпас валли тунă сăрапа фронта ăсатма тивнĕ ăна. Çав çулах, 1941 çулхи юпа уйăхĕнче, хаяр çапăçура хыпарсăр çухалнă. Мăшăрĕ вара ăна хăйĕн куçне хупичченех кĕтнĕ.
Ун чухнехи пĕчĕк Валера халĕ - СССР халăх артисчĕ, Чăваш патшалăх академи драма театрĕн пултарулăх ертÿçи. Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн ашшĕпе амăшне асра тытса ялти анкартийĕнче 500 яхăн йывăç лартрĕ. Юман, пилеш, çăка, хыр йывăççисем пулас парка илем кÿрĕç.
Пархатарлă çак ĕçе Шăмăршă район администраци пуçлăхĕ В.Фадеев, Пуянкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Алексеев, шкул ачисем, ял çыннисем хутшăнчĕç.
 


"Чăваш хĕрарăмĕ"
18 мая 2009
00:00
Поделиться