Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

ÇАМРĂКСЕН ЕРТŸÇИ, ÇУТ ÇАНТАЛĂК "ТУХТĂРĔ"…

Çут тĕнче илемлĕрех пуласси хамăртан килнине, ун пуянлăхне упрама кашнин хăйĕн тÿпине хывмаллине чунĕпе туять вăл. Мăнаçлăхĕпе тыткăнлакан юхан шыв та пĕчĕк çăл куçсенчен вăй илнине ăнланать-çке. Пурте ун пек çутă ĕмĕт-тĕллевпе çунатлансан çĕр чăмăрĕ те çăтмах пахчи евĕр чечекленмелле...
И.Я. Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика университечĕн биологипе хими факультетĕнче ăс пухать пулин те кашни эрне вĕçĕнчех тăван ялне, Элĕк районне, васкать вăл. Çывăх тăванĕсене курас килнипе кăна та мар. Авелина Терентьева Ехремкасси ял тăрăхĕнчи çамрăксен канашĕн ертÿçи те, кунти тĕрлĕ мероприяти усăллă, интереслĕ иртесси унран та килет.
Яла кĕрсен, ай, мĕн лайăх?
ЧР çамрăксен экологи дружинин хастарĕ ÿсен-тăранпа чĕр чун тĕнчине упраса хăварассишĕн, хăй çуралса ÿснĕ тăрăхне тирпей-илем кĕртессишĕн ыттисенчен ытларах ăшталанни, кун пирки ăслăлăх статйисемпе проектсем çырни тантăшĕсене тĕлĕнтермест ĕнтĕ. Тăван тăрăхĕ те çулсерен илемленсе пыракан Шупашкар хули пекех тирпейленсе, пуянланса пырасса шанать пулас биолог. Çавăнпа урамра çÿп-çап куписене курсан та кăмăлĕ пусăрăнать унăн.
– Вĕсене пăрахмалли ятарлă вырăн çук çав ялта, çуркунне пĕрле пухăнса пĕтĕмпех пĕр çĕре пуçтарма, çĕр айне чавса хума, çиелтен йывăçсем лартма йывăрах мар-ха, – кашни сăмаха шухăшласа калаçать Авелина.
Юлашки вăхăтра курнине те курмăш пулма хăнăхса пыратпăр мар-и? Ялти пĕвесемпе кÿлĕсем вараланса тулнине те пурте асăрхатпăр-çке. Пирĕн асаттесем паянхи пек хăватлă техникăсăрах, хăйсен вăйĕпех тасатса, тирпейлесе тăнă вĕсене. Пире вара кар тăрса ырă ĕç пуçарма мĕн чăрмантарать-ха?
Хăйсен тăрăхĕнчи Тени кÿллине, хăйне евĕр çут çанталăк палăкне, упраса хăварасси, йĕри-тавра йывăçсем лартасси çинчен сахал мар шухăшланă Авелина. Кун пирки ятарлă проект хатĕрлесе республика конкурсĕнче те пĕрремĕш вырăна тухнă, ЧР Президенчĕн стипендине тивĕçнĕ. Мĕн шухăшланине яланах пурнăçа кĕртме талпăнать вăл. Иртнĕ çул ял çамрăкĕсемпе ишĕлсе пыракан çырма-çатрана чылай йывăç-тĕм лартса хăварнă-ха вĕсем. Анчах халиччен тунипе çырлахса ларакан хĕр мар çав вăл – малашлăха тата пысăкрах ĕмĕтсемпе пăхать.
Шкулта вĕреннĕ çулсенчех пуçарулăхĕпе палăрнăскер проектсем хатĕрлесе хÿтĕлеме хăнăхнă ĕнтĕ. Аслă Çĕнтерĕве çывхартнăранпа 60 çул çитнĕ чухне те "Астăвăм" аллейине уçма, унта 60 пилеш тата хурăн лартса хăварма сĕннĕ. Ку шухăша пурте ырласа йышăнни, пурнăçа кĕртме васкани тата хавхалантарнă.
Çамрăк шăпи кам аллинче?
"Ял çамрăксем – сывă пурнăç йĕркишĕн, спортшăн, усăллă канушăн" проекчĕпе нумаях пулмасть каллех республика конкурсне хутшăнчĕ Авелина. Тăван кĕтесрех тĕпленнĕ яшсемпе хĕрсен шухăш-ĕмĕтне уçса пама тăрăшрĕ. Ялти клубра тăтăш интереслĕ те усăллă мероприятисем йĕркелесен вĕсем тăван тăрăхалла туртăннине, спортпа физкультура сиенлĕ йăласенчен хăтăлма пулăшнине палăртрĕ.
Ял пуласлăхĕ çамрăксен аллинче пулнине, анчах вĕсене паян аслисен пулăшăвĕ кирлине Ехремкасси ял тăрăхĕнче тимлекенсем те ăнланаççĕ. Çавăнпа кашнин пурнăçĕпе кăсăкланма, ырă сĕнÿсем пама тăрăшаççĕ. Тепĕр чух ăшă сăмах, канаш темрен те хаклăраххине ăнланаççĕ çав. "Çамрăксемпе ĕçлекен районти чи лайăх ял тăрăхĕ" тесе ытахальтен палăртман-тăр вĕсене.
Шел, савăнăçа эрех кĕленчинче шыракан яш-кĕрĕм ку тăрăхра та çук мар иккен. Клуба тухиччен ялти кафере сăра ĕçсе "хăюлланаççĕ". "Киккирикĕсене" хĕртмесĕр хĕрсемпе калаçса, ташласа савăнма пултараймаççĕ тейĕн.
– Районти çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторсемпе каçхине ятарлă рейдсем йĕркелетпĕр. Йĕркене пăсакан яшсемпе хĕрсене тимлĕх ытларах уйăрма, вĕсене клубри мероприятисене, концертсене явăçтарма тăрăшатпăр. Хăшĕсене районти ĕç биржине яратпăр, – калаçăва хутшăнать çамрăксен канашĕн хастарĕсене ырă сĕнÿсемпе пулăшса пыракан Алина Васильевна Андреева, Ехремкасси ял поселенийĕн специалисчĕ. – Пĕлтĕр районти ĕçпе тивĕçтерекен биржа урлă 14-18 çулсенчи çамрăксен бригадине йĕркелеме май килчĕ. Пĕчĕк тупăш илекен, нумай ачаллă çемьесенчи 24 хĕрпе каччăна йывăрах мар ĕçсене явăçтартăмăр, хăйсене тыткаламалăх укçа ĕçлесе илме пултарчĕç вĕсем. Кăçал тата пысăкрах бригада пухасшăн, хальхинче те чи малтан йывăр шăпаллă ачасене илесшĕн унта. Тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕçсене хутшăнĕç, ватăсене пулăшма та çÿрĕç.
Тĕллеврен пăрăнма хистекен çул темиçе те, ун патне илсе пыраканни вара пĕртен пĕрре кăна тенĕ. Апла пулсан та ун еннеллех ăнтăлать Авелина, аслă шкултан вĕренсе тухсан та тăван тăрăхнех таврăнасшăн.
– Унччен ялти шкула çеç ан хупччăр, – тет те каллех шухăша путать.
Паллах, пурнăçра çăмăлрах çулпа кайма та пулать. Анчах чун хавалĕпе хастар çамрăк лăпкăн, хăйшĕн çеç пурăнма пултарать-и?
 


19 мая 2009
00:00
Поделиться