Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

"Парксен маршне" пĕтĕмлетнĕ

Заповедниксемпе наци паркĕсене пулăшас тĕллевпе районти шкул ачисем хушшинче творчество ĕçĕсен конкурсĕ иртнĕ. Унăн девизĕ - "Заповедные земли -территории прав природы". Вăл икĕ номинаципе иртнĕ. "Çын пул, Çын" экологи плакачĕсем ỹкермелли конкурсра А.Трофимова (Тăрăм) пĕрремĕш, А.Васильев (Аслă Таяпа) иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Педагогсем вара "Парксен маршĕ" методикине хатĕрлессипе тупăшнă. Вĕсем конкурса уроксен конспекчĕсене, класс тулашĕнче ирттерекен сценарисене, экскурсие кайса килнисене çырса панисене тăратнă. Патреккелти С.Доброхотован, Курнавăшри Е.Смирнован, Кĕçĕн Таяпари А.Скворцован ĕçĕсене чи лайăххисем тесе йышăннă.



"Елчĕк Ен"
20 мая 2009
00:00
Поделиться