Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

КАНĂÇ ПАМАН ЫЙТУ

Республикăмăрта халăха ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерес тĕлĕшпе ятарлă программа ăнăçлă пурнăçланать. Çак ĕçе пурте тенĕ пекех пикеннĕ. Ара, шыв ыйтăвĕ пуриншĕн те çивĕч-çке.
Шыв - çут çанталăкăн чакми ресурсĕ. Анчах шăнкăр-шăнкăр та тăрăскерĕн пахалăхĕ яланах тивĕçтермест çынсене. Кĕпе-йĕм çума, выльăх-чĕрлĕхе шăварма юрĕ-ха, анчах апатра та усă курмалла-çке. Чăваш Енре чылай ялта пусăсенчи шыв ĕçме юрăхсăр. Унăн химипе биологи тытăмĕ япăх, çăлсем типнипе паха ресурс усă курма çителĕксĕр вырăнсем те пур.
Авалхи йăласене асра тытса япала чÿхеме çырмана, шыв ăсма инçетри çăла утать хăшĕ-пĕри. Йĕпе-сапара е шуçлакра тарăн çырмана пĕр витре шывшăн анса хăпарма та мĕн тери терт. Çемье йышлă пулсан, картиш тулли выльăх усрасан ăçта кайса кĕрĕн? Çавăнпа çак программăна халăх ырласа йышăнать. Халĕ кашниех шыв пăрăхĕ килне çитессе кĕтет.
Патăрьелсем те çак ĕçрен пăрăнса юлман. Районти лару-тăру та программăна пурнăçлама хистет. Патăрьелĕнче усă куракан шывăн биологипе хими тытăмĕ япăх пулни паллă. Районти икĕ-виçĕ ялта çеç пусă шывĕ апатра усă курма юрăхлине çирĕплетнĕ. Турханта тата Аслă Арапуçĕнче пурăнакансене ку ыйту пăшăрхантармасть. Анчах та ыттисен чылай шухăшлама тивет.
Акă, сăмахран, Ксыл-Чишма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ З.Салахутдинов каласа панă тăрăх, вĕсен тăрăхĕнче шыв ыйтăвĕ питĕ те çивĕч. Çут çанталăк ресурсĕн пахалăх кăтартăвĕсем савăнтармаççĕ. Унсăр пуçне çуллахи вăхăтра пусăсем типеççĕ. Таса шыв кÿрсе килме 2 çухрăма утма тивет. Ксыл-Чишма ял тăрăхĕнче пăрăхсене киле çитерес шутлисене палăртас тĕллевпе ыйтăм ирттернĕ. Вăл ял халăхĕ 100 проценчĕпех килĕшнине кăтартнă. Çынсем çак пулăма чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çур ялта пăрăхсем хунă ĕнтĕ. Шыв Шăмăршă районĕнчен килмелле, унти ĕçсем вĕçленессе кĕтеççĕ.
Сăкăт ял тăрăхĕн пĕр пайĕ те Карла юхан шывĕ çинчи ĕç-пуç вĕçленессе кĕтет. Вăл пĕтсенех шыв киле çитме тытăнĕ.
Патăрьел районĕнчи строительство тата общество инфратытăмĕн аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ И.Дикин пĕлтернĕ тăрăх, Сăкăтра валеçÿ станцийĕ пулĕ. Шăмăршă районĕнчен килекен пăрăх çак ялта виçĕ юппа пайланĕ: Комсомольски районĕн кăнтăр енчи ялĕсене, Алманчă ял тăрăхне, Шăхаль еннелле. Çак пăрăхсене икĕ çул каяллах хума тытăннă. Анчах та укçа ыйтăвĕсене пула проект чарăнса тăнă.
Патăрьел районĕнче пăрăх хывмалли проект хатĕр темелле. Пĕтерменнисене вара вĕçлесе пыраççĕ. Палăртнă ĕçсем укçа-тенкĕ çитменрен тытăнса тăраççĕ.
Район центрĕнче вара ку программа кăшт раснарах пурнăçланать. Патăрьелĕнче пурăнакансем патне ĕçмелли шыв тасатакан сооруженинчен çитĕ. Скважинăсенчен килекенскерне тимĕртен, тăвартан тасатĕç, 7-15 градуса çити ăшăтĕç. Çапла темиçе хутчен тасатнă хыççăн шыв насус станцийĕнчен пăрăхсемпе халăх патне çитĕ. Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне çак ĕçе пурнăçа кĕртесшĕн. Пĕтĕмпех хатĕр ĕнтĕ. Паянхи кун шыв çулĕсене тĕрĕслеççĕ.
 


"Чăваш хĕрарăмĕ"
03 августа 2009
00:00
Поделиться