Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Çутçанталăка сиен кÿнĕ

Раççей Федерацийĕн прокуратури çумĕнчи Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн районсем хушшинчи Канашри следстви пайĕ пĕр ял поселенийĕн депутачĕ тĕлĕшпе Раççей Федерацийĕн Уголовлă кодексĕн 260-мĕш статйин 3-мĕш пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна экологи преступленийĕ тунăшăн – лăсăллă йывăçсене саккунсăр майпа каснăшăн – айăпланă. Мĕншĕн тесен ку киревсĕр ĕçпе вăл Раççей Федерацине уйрăмах пысăк тăкак кÿнĕ.
Кăçалхи январь уйăхĕн варринче Чăваш Республикин Çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствипе пĕр ял поселенийĕн депутачĕ (вăл çав вăхăтрах пĕр предприятин директорĕ пулнă) вăрман пайне илесси пирки аренда договорĕ çырнă. Унпа килĕшÿллĕн, депутата патшалăх харпăрлăхĕнчи вăрман пайне 40 çуллăха арендăна, унта килĕшÿре палăртнă калăпăшпа тĕш йывăç хатĕрлеме ирĕк панă. Анчах килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ хыççăн 45 кун иртиччен вăл обязательнăй йĕркепе ăна патшалăх регистрацийĕ туман, вăрманпа усă курма патшалăх экспертизин пĕтĕмлетĕвне илмен. Çавна май ку килĕшÿ саккунлă вăя кĕмен шутланать, апла пулсан вăрман пайĕпе усă курма никамăн та право пулман.
Çапах та депутат Вăрнар районĕнчи пĕр поселенире пурăнакансене улталанă теме пулать. Кăçалхи апрель вĕçĕнчен пуçласа май уйăхĕ пуçламăшĕчченхи тапхăрта вăл çынсене çак вăрман пайĕнче йывăç касма хушнă. Çав вăхăтрах арçын ку ĕçе пурнăçлама унăн право çуккине, арендăна илнĕ пайра йывăçсене касма юраманнине лайăх ăнланнă. Хăйĕн ирĕкĕпе саккунсăр майпа халăха йывăç касма хушса депутат Чăваш Республикин Çутçанталăкпа экологи министерствине кÿнĕ тăкак уйрăмах пысăк. Ку уголовлă ĕçпе тĕпчев малалла пырать.


"Çĕнтерÿ çуле"
15 августа 2009
00:00
Поделиться