Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Халăх сывлăхĕ - таса шыв ĕçнинче

Çын шывсăр пурăнайманнине пурте пĕлетпĕр. Вăл вара ĕçме юрăхлă, пахалăхлă пулмалла. Поселокра тата ялсенче шыв ыйтăвне татса парассипе «Урмарыводхоз» муниципаллă унитарлă предприяти тăрăшса вăй хурать. Ку предприяти нумаях пулмасть кăна аталаннă пулин те, курăмлă ĕç тăвать.

Чăваш Республикин халăхĕн пурнăçĕпе сывлăхне лайăхлатас, общество инфраструктурине аталантарас тата пурнăçа кĕртес тĕллевпе Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров «Чăваш Республикин халăхне ĕçмелли таса шывпа тивĕçтермелли хушма мерăсем çинчен» Указ кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн «Чăваш Республикин халăхне ĕçмелли таса шывпа тивĕçтересси» тĕллевлĕ программа туса хатĕрленĕ. Программăн тĕп тĕллевĕ - Чăваш Республикин халăхне ĕçмелли таса шывпа çителĕклĕ тивĕçтересси, çапла майпа пурнăç условийĕсене, халăх сывлăхне, республикăри социаллă пурнăçпа экологи лару-тăрăвне лайăхлатасси. Çак Программăпа килĕшÿллĕн иртнĕ çулсенче Пысăк Енккасси ялĕнче 5 километр тăршшĕ шыв пăрăхĕ улăштарнă.

Паянхи куна шыв хуçалăхĕ каяшсене тасатса тăракан сооруженинче реконструкци ĕçĕсем ирттерет. Çакăн валли Республика бюджетĕнчен 5 миллион та 500 пин тенкĕ уйăрса панă. Юсаса çĕнетнĕ хыççăн кунта урăх система ĕçлеме пуçлать. Кунсăр пуçне кăçал Чулкас ялĕнчен килекен 204 метр тăршшĕ тимĕртен хывнă шыв пăрăхне полиэтилен пăрăхĕсемпе улăштарма хатĕрленеççĕ. Ытти 3 километр тăршшĕ хывнă шыв пăрăхĕсене çитес çулсенче туса пĕтерме шутлаççĕ. Ку ĕçсене туса ирттерме укçа пур – район бюджетĕнчен илеççĕ.



29 августа 2009
00:00
Поделиться