Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Йывăçсем илем кÿччĕр

Йывăçсăр тавралăх çара та кичем. Хам эпĕ чылай çул каялла паçма вĕçне сакăр хурăн лартнăччĕ. Халь ÿснĕ те, мĕн тери лайăх: илемĕ те пур, сулхăнĕ те. Çуллахи шăрăхра ăна-кăна ĕçлесен, çав хурăнсен айĕнчи сулхăна канма ларатăп. Шăм-шака канăçлăхпа хал кÿреççĕ вĕсем.
Çав вăхăтрах вĕсем çине пăхса, шухăша кайса, пăшăрханатăп та. Мĕншĕн тесен эпĕ унта хурăн лартса чĕртнĕ чухне вĕсен тĕлĕпе электролини çукчĕ. Каярах кунтан электролини карчĕç. Хурăнсем вара çулленех ÿссе, тĕрекленсе, сарăлса пыраççĕ. Электролинишĕн чăрмав пула пуçларĕç. Çавăнпах пулĕ виçĕ хурăнăнне тăрринчи вуллисене касса кайрĕç. Мĕн чухлĕ пăшăрхантăм уншăн.
Ман шутпа йывăçсене ытларах лартса чĕртни, упрама тăрăшни кирлĕ. Ĕлĕкрех акă Мучар ялĕнчен Кĕршене тухса каякан урамра, унта пурăнакансен кил пахчисенче йывăçсем çукпа пĕрехчĕ. Пахчасенче, тĕпрен илсен, сухан туса илетчĕç. Юлашки вăхăтра вара çимĕç йывăççисем те лартса çитĕнтереççĕ. Çакă начар мар, паллах.
Çавна май манăн сĕнÿ пур. Чиркÿрен аяларах, унпа çăлкуçĕ хушшинче, пушă вырăн пур. Çавăнпа ку вырăна йывăçсем лартса ÿстерсен лайăх пулмалла пек. Унта аллея хывсан та начар пулас çук. Йывăçсем лартса чĕртме вырăнти ял поселенийĕнче ĕçлекенсем те, ял çамрăкĕсем те, шкулта вĕренекенсем те хутшăнма пултараççĕ. Çине тăрсан кăçалхи кĕркуннех лартса хăварма май килĕ. Çăлкуçшăн та начар мар пулĕ ун таврашĕнче йывăçсем ÿсни. Сăмах майăн каласан, ку çăлкуçăн таса та тутлă, сăваплă шывне мучарсем хаваспах ĕçеççĕ: кам çĕклемпе ăсса каять килне, кам мотоблокпа пырса флягăпах илсе каять.
Пушă вырăнта йывăçсем ÿсни яла та илем кÿрĕ.



"Ял ĕçченĕ"
18 сентября 2009
00:00
Поделиться