Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Ешĕл пуянлăх ÿссех пытăр

Вăрманçăсемшĕн те хăйсен профессилле уявĕ – Вăрман ĕçченĕсен кунĕ çитрĕ. Мĕнлерех кĕтсе илеççĕ-ха ăна «Шăмăршă лесничестви» федераллă патшалăх учрежденийĕнче, ĕçсем еплерех пыраççĕ кунта; Уяв умĕн пирĕн корреспондент асăннă учреждени директорĕн çумĕпе С.В.Богдановпа курса калаçнă.
– Чи малтанах уяв ячĕпе саламлатăп сире, Сергей Васильевич!
– Тавтапуç. Хам енчен те районти мĕн пур вăрманçăсене, хисеплĕ ветерансене те чун-чĕререн саламлас килет.
– Юлашки çулсенче лесничество лаптăкĕ самаях пысăкланчĕ.
– Çапла, реорганизаци хыççăн халĕ эпир 74 пин гектара яхăн вăрмана пăхса тăратпăр. Хамăрăн районта халĕ виçĕ лесничество шутланать: Палтиелĕнче, Чукалта тата Шăмăршăра. Вĕсемсĕр пуçне пире тата Патăрьел районĕнчи виçĕ участок лесничествине, Комсомольски районĕнче тепĕр лесничество çирĕплетсе панă.
– Çакăн чухлĕ вăрмана пăхса тăма, ахăртнех, çăмăл мар пулĕ;
– Хăйсен ĕçне чунтан парăннă çынсем ĕçленĕ чух пысăк чăрмавсем çук. Кашни специалист хăй вырăнĕнче. Пирĕн патăмăрта паянхи кун тĕлне участоксенчи патшалăх инспекторĕсем (вĕсене вăрман мастерĕсем те тетпĕр) вăтăрăн, лесничисем улттăн, вĕсен помощникĕсем пурте ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ, пĕрне мухтаса тепĕрне хурлама çук. Мĕн палăртни йăлтах пурнăçланса пырать.
– Сергей Васильевич, пĕр çын ĕçĕ тепĕр çынна курăнсах каймасть тенине те илтме пулать тепĕр чух.
– Тен, тĕрĕсех те калаççĕ пулĕ. Пирĕншĕн вара пĕр кун та ахаль иртмест. Хăçан, ăçта, мĕскер тумаллине маларах палăртса хуратпăр, хăшпĕр ыйтусене вара вырăнтах, кунсерен тенĕ пек татса пама тивет.
Пирĕн тĕп ĕç – вăрмана сыхласси, ăна упрасси. Çавна май тĕрлĕрен ĕçсем туса ирттеретпĕр.
– Вăрман тăрри тикĕс тетпĕр те, унта турпас сирпĕнмесĕр пулмастех...
– Мĕнле-ха унсăрăн; Строительство валли йывăç, халăх валли вутă-шанкă та кирлĕ вĕт. Кашни çулах йывăçсене касма делянкăсем хатĕрлесе уйăрса паратпăр. Арендаторсемпе те ĕçлетпĕр: вĕсем валли вĕллесем лартма, утă çулма аренда лаптăкĕсем уйăратпăр.
Çынсем пирĕн пирки йывăçсене кастараççĕ тесе çеç ан шутлаччăр. Çĕнĕ хунавсем лартас тĕлĕшпе те çине тăрса ĕçлетпĕр. Кăçал кăна, сăмахран, лесничествосенче пĕтĕмпе 100 гектар ытла хыр, чăрăш, юман хунавĕсене лартса хăварнă. Вĕсем лайăх чĕрĕлчĕç, вăй илсе пыраççĕ. Хунавсене пăхса тăма, вĕсене çум курăксенчен тасатма шкул ачисем те пысăк пулăшу параççĕ.
Пирĕн хамăрăн питомниксем пур, виççĕ вĕсем. Кăçал 1 гектар чăрăш, хыр вăррисене, юман йĕкелĕсене акса хăвартăмăр. Çамрăк хунавсемпе хамăр района тивĕçтернипе пĕрлех вĕсене район тата республика тулашне те ăсататпăр. Тĕслĕхрен, кăçал çеç Ульяновск облаçĕнчен кăна 300 пин тĕп ытла хырпа чăрăш хунавĕсене илсе кайрĕç.
– Вăрманăн хăрушă тăшманĕ – пушар.
– Ку тĕлĕшпе яланах сыхă тăратпăр темелле. Пушар тухас хăрушлăх тапхăрта ятарлă дежурнăйсем тытатпăр. Вĕсене шанчăклă çыхăнупа тивĕçтернĕ. Пушарпа хими станцийĕсем – саккăр, вĕсен ĕçне лесничисем тĕрĕслесе тăраççĕ. Вут-кăвара хирĕç кĕрешмелли техника, инвентарь çителĕклĕ.
– Ман шутпа, маттур çынсем, чăн-чăн ăстасем ĕçлеççĕ сирĕн патăрта.
– Тĕрĕсех. Камран тĕслĕх илмелли пур. В.Ванюшин лесничи, Е.Афанасьев участок инспекторĕ, Л.Сергеева инженер, В.Чураев участок инспекторĕ, В.Леонтьев участок инспекторĕ пек çынсем пулсан, Шăмăршă вăрманĕ нихăçан та кашлама пăрахмĕ.
Халăхра «ватă лаша йăрана пăсмасть» текен чăнлăх пур. Çакна кунта нумайранпа вăй хуракан В.Максимов лесничи помощникĕ, Н.Сетриванова тĕп бухгалтер, Г.Семенов лесничи помощникĕ, М.Козлов участок инспекторĕ тата Л.Александров лесничи помощникĕ çинченех каланăн туйăнать.
– Тавах сире, Сергей Васильевич, калаçушăн. Ĕçĕрсем малашне те ăнса пыччăр.
– Кун пирки пĕрре те иккĕленместпĕр.
 
 


"Шăмăршă хыпарĕ"
19 сентября 2009
00:00
Поделиться