Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

ПРЕМИ УКÇИ – ШЫВ ЫЙТĂВНЕ ТАТМА

Ял-хуласене симĕслентерес тата хăтлăх кĕртес тĕлĕшпе республикăри смотр-конкурсра Вăрнар поселокĕ призерсен йышне лекнине пĕлтернĕччĕ.
Вăрнар поселокĕ иккĕмĕш категорипе – райцентрсем хушшинче – пĕрремĕш вырăн йышăннă, 44 пин тенке тивĕçнĕ. Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çак укçана поселокра пурăнакансене ĕçмелли пахалăхлă шывпа тивĕçтерессине лайăхлатас тĕлĕшпе хальхи артезиан çăлкуçĕсене геологи тишкерĕвĕ тăвас ĕçе хывнă.
 
 


"Çĕнтерÿ çуле"
19 сентября 2009
00:00
Поделиться