Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Аслă Чеменсем çут çанталăка вараласран сыхланаççĕ

Çулсеренех çак вăхăтра районти пушар хуралне суя хыпар çине-çине килет. Пĕр çĕрте типнĕ улма аврине, тепĕр çĕрте ăпăр-тапăр çунтарнăран, тĕтĕмĕ пушар тухнă пекех йăтăнать. Аякран чăнах та вут хыпнă тейĕн.
Аслă Чемен тăрăхĕнчен малашне çакнашкал суя хыпар тухмĕ. Ял тăрăх пуçлăхĕ Г. Медведев экологи саккунне пăхăнас, хамăр пурăнакан вырăна таса мар сывлăшпа варалассинчен хăтăлас тĕллевпе ятарлă йышăну кăларнă, унпа халăха паллаштарнă. Вырăнти саккуна пăхăнманнисене е ăна сĕмсĕррĕн пăсакансене пуçран шăлмаççĕ, йышăнупа килĕшÿллĕн штраф параççĕ. Асăннă ял тăрăх пуçлăхĕн ырă пуçарăвне ыттисем те пурнăçа кĕртсен пур çĕрте те таса сывлăш пулĕ.
 
 


"Авангард" (газета Батыревского района)
23 сентября 2009
00:00
Поделиться