Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Йывăç ларт тата ăна упра

Тăван тавралăха тирпей-илем кĕртес, йывăç-тĕм лартас тĕлĕшпе районта санитарипе экологи уйăхлăхĕ ирттересси çирĕп йăлана кĕнĕ. Район пуçлăхĕн Н.Миллинăн 2009 çулхи авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнчи (178-мĕш номерлĕ) хушăвĕпе килĕшỹллĕн авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 25-мĕшĕччен районта тăван тавралăха тирпей-илем кĕртес, йывăç-тĕм лартас тĕлĕшпе экологи уйăхне йĕркелесе ирттермелле. Унта предприятисемпе учрежденисен, организацисен пурин те активлă хутшăнмалла. "Йывăç ларт тата ăна упра" акци те пуçланчĕ. Районта çак ĕçе юпа уйăхĕн 5-15-мĕшĕсенче ушкăнпа пурнăçлама палăртаççĕ. Район пуçлăхĕ Н.Миллин ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, предприятисен, учрежденисен, организацисен ертỹçисене асăннă яваплă тапхăрта çак ĕçсене пурнăçлама сĕннĕ:
- тăван тавралăха тирпей-илем кĕртес, йывăç-тĕм лартас тĕлĕшпе ушкăнпа тухса ĕçлессине йĕркелемелле:
- предприятисен территорийĕнче вырнаçнă усă курман производство çурчĕсене йĕркене кĕртмелле;
- ирĕк памасăр уçнă свалкăсене пĕтермелле;
- масарсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртесси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Палăртнă ĕçсене мĕнле пурнăçланине çирĕплетсе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен юпа уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне район администрацине информаци тăратмалла.
 
 


"Елчĕк Ен"
26 сентября 2009
00:00
Поделиться