Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

ВĂРМАНÇĂСЕМ – ÇУТ ÇАНТАЛĂК ХŸТĔЛЕВÇИСЕМ

Чăваш Енри Çутçанталăк министерствин участокри «Опытлă лесничество» патшалăх учрежденийĕн çĕр лаптăкĕ – 5936 гектар. Коллективра 7 çын вăй хурать: лесничи, ăна пулăшаканĕ, 2 мастер, хурал службин ĕçченĕсем 3-ĕн.
Лесничество плансене пурнăçласси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Анчах вăрман йĕркине пăхăнманнисем унăн ĕçĕнче пысăк чăрмав кÿреççĕ. Кăçал кăна хирĕçле пулăмсем 2 палăрнă. Пĕрремĕш сăтăрла ĕçĕ 3847 тенкĕлĕх, тепри – 48523 тенкĕлĕх. Вăрман массивĕнче никамран ыйтмасăрах çĕр илнĕ, çавна май тăпра пахалăхне те япăхлатнă. Унсăр пуçне кварталти юпана та сиен кÿрсе хăварнă. Иккĕмĕш хут йĕркене пăсни вара – типĕ йывăçсене саккунсăр майпа касни.
Час-часах вăрмана çуп-çаппа вараласа хăвараççĕ. Сентябрь уйăхĕнче тирпей-илем кÿрессипе уйăхлăх иртрĕ. Йĕркене пăсакансене тупса палăртрăмăр, вĕсене айăпларăмăр.
Вăрман ĕçченĕсене пулăшакансем те сахал мар. Вĕсем – чун-чĕрепе туйса, вăрман ырлăх-пурлăхне ÿстерессишĕн тăрăшаççĕ.
Çут çанталăк тусĕсене çавăншăн пысăк тав. Анчах, палăртрăм ĕнтĕ, вăрмана сиен кÿрекенсем те тупăнаççĕ. Вĕсен тĕллевĕ çапла: «Эпĕ канатăп. Ман хыççăн хуть те мĕнле юлтăр». Кăвайт чĕртеççĕ те сÿнтерме манаççĕ. Çакна кашнин асра тытасчĕ: чăн-чăн вăрмана ÿссе çитĕнме сахалтан та 70 çул кирлĕ. Çавăнпа та çут çанталăка сăтăр тăвар мар.
 
 


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
29 сентября 2009
00:00
Поделиться