Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

ВĂТА ÇĔНĔ ÇУЛПА ЮХАТЬ

Тумлам пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн тумласах чула шăтарать тенĕ евĕр юхан шыв та ĕмĕрсем хушши пĕр çулпа юхса çыран хĕррисене çисе каять. Вăта пысăк юхан шывах мар пулин те çыранĕсем ишĕлсе Карăклăпа Юмансар хушшинчи çул патнех çитме пуçланă. Çавăнпа Вăта шывĕн çулне тÿрлетсе яма тивнĕ. Строительство объекчĕн заказчикĕ – Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви. Проекта «Чувашгидроводхоз» институт» акционерсен хупă пĕрлĕхĕ хатĕрленĕ, объекта «Гидротехник» ООО пĕр çул хушшинче туса пĕтерсе хута янă. Çак кунсенче кунта комисси, ун йышĕнче ЧР çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн çумĕ Е.Юшин тата райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ В.Степанов, пулнă. Вăта юхан шывĕн тÿрлетнĕ çулне пысăк хак панă, объекта усă курма юрăхлă тесе йышăннине пĕлтернĕ.

 



"Канаш"
09 октября 2009
00:00
Поделиться