Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Йывăç кунĕ пулчĕ

Район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Тăвай Енре халь санитарипе экологи тĕлĕшĕнчен таса тытмалли, ялсене тирпей-илем кĕртмелли, эрозие хирĕç кĕрешмелли, йывăç лартса хăвармалли уйăхлăх пырать. Çавăнпа эрнекун районта пурăнакансем Йывăç кунне ирттерчĕç. Пурте активлă хутшăнчĕç унта. Район цетрĕнче çав кун 200 ытла тĕмпе хунав лартнă. Аялти стадионра, çĕнĕ чиркÿ тата культурăпа кану çурчĕсен таврашĕнче хурăнсене вырăн панă. Вĕсем йĕркеллĕ çитĕнччĕр тесе тимлемелле кăна халь. Ÿссе çитсен хурăнсен илемĕпе киленсе савăнăпăр вара.
Районти пур ял поселенийĕнче те йĕркеленĕ Йывăç кунне ирттерессине. Тăвай Енре пурĕ 3000 тĕмпе хунав лартнă. Асăннă патрхатарлă ĕçе 600 ытла çын хутшăннă. Тавралăха симĕслетес тата тирпей-илем кĕртес ĕçсем малалла пыраççĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: йывăçсем лартнă вăхăтра .


"Ял ĕçченĕ"
13 октября 2009
00:00
Поделиться