Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Ял-йыш хавалĕ пысăк

Хăвăлçырмари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем "Йывăç ларт тата ăна упра" акцие хутшăнса ялти культура çурчĕн территорине чăрăш тата пилеш тĕмĕсене пурĕ 200 тĕп лартса хăварчĕç. Вĕсене курса ялта пурăнакан ытти çынсем те ĕçе пикенчĕç. Çанталăкĕ те уяр, ăшă тăрать, урамра тирпей-илем кĕртме шăпах меллĕ халĕ. Улăхкассинче пурăнакансем ушкăнпа тухса ирĕк памасăр уçнă свалкăри ăпăр-тапăра тасатса автомашинăсем çине тиерĕç, ăна район центрĕнче вырнаçнă ятарлă свалкăна леçрĕç. Халĕ кунта таса та тирпейлĕ, килти хуçалăхра пухăнакан таса мара малашне унта никам та пăрахас çуккине шанатпăр. Кỹлпуç ялĕн çыннисем те Хăвăлçырмасенчен тăрса юлмарĕç, тепĕр кунхинех яла тирпей-илем кĕртме пикенчĕç. Вĕсем ирĕк памасăр уçнă виçĕ свалкăна тĕп турĕç. Пирĕн шутпа, ял çыннисем çакăн чухлĕ тăрăшса ĕçленĕ хыççăн çак йăнăша тепĕр хут тăвас çуках. Ялта пурăнакансем ушкăнпа пуçтарăннипе усă курса Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн территорийĕнчи ялсенче тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе йĕркене пăхăнса ĕçлессин тата санитари схемине йĕркелессин тĕлĕшĕпе ăнлантару ĕçĕсене те туса ирттернĕ.



"Елчĕк Ен"
24 октября 2009
00:00
Поделиться