Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Экологи уйăхлăхĕнче

Тăрăм ял тăрăхĕнче йывăç лартмалли уйăхлăхра сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Тип Тимешсем тарăн çырмасенче 200 тĕп хурăнпа пилеш лартнă. "Знамя" ЯХПК ертỹçи Н.Павлов хунавсем турттарма транспорт уйăрнă, хăй те ял çыннисемпе юнашар тăрса ир пуçласа мĕн каçчен ĕçленĕ. Анатри Тимеш ялĕнче вара шкул ачисем 120 тĕп хурăнпа ăвăс лартнă. "Рассвет" ЯХПК ертỹçи Ю.Мясников хунавсем турттарма пулăшнă. Хĕрлĕçырсем те уйăхлăхран аякка пăрăнман. Кунта культура ĕçченĕсем, пенсионерсемпе ветерансен канашĕн ертỹçи В.Щербаков пысăк пуçарулăх кăтартнă. Тăрмăш ялĕнче пурăнакансем Тĕп тата Çурçĕр урамĕсенче 40 тĕп хăва лартнă. Çак тапхăрта кунта ялсене тирпей-илем кĕртес енĕпе те сахал мар ĕçсем туса ирттернĕ. Хĕрлĕçырсем масар территорине тасатнă.



"Елчĕк Ен"
28 октября 2009
00:00
Поделиться