Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Йывăçсем лартрăмăр

Тавралăха тирпей-илем кĕртмелли, йывăçсем лартса хăвармалли уйăхлăхра эпир, Тушкилте вĕренекенсем, юратнă шкул таврашне шăлса тирпейлерĕмĕр. 9 класра вĕренекенсем вара стадионăн çÿл енне, хĕррипе 70 тĕп хурăн лартса хăварчĕç. Йывăçсем тĕрĕс-тĕкел çитĕнсен, спорт ăмăртăвĕсем хыççăн вĕсен сулхăнне ларса канма ĕмĕтленетпĕр. Пушă вырăнта яштака хурăнсем ешерни яла та илем кÿрĕ.



"Ял ĕçченĕ"
30 октября 2009
00:00
Поделиться