Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Йывăç лартрăмăр савăнса

«Йывăç ларт та ăна пăхса ÿстер» текен каларăша Нĕркеç вăтам шкулĕн вĕренекенĕсемпе педагогĕсем çирĕп пăхăнаççĕ. Вĕсем çулсеренех йывăç-тĕм лартас ĕçе хастар хутшăнаççĕ. Çамрăк вăрман, посадка латрса çитĕнтереççĕ вĕсем. Акă, иртнĕ кунсенче те ачасем хире тухрĕç. Янкасси çывăхĕнче лартнă çамрăк хунавсем вут-кăвара пула сиенленнĕ. Вĕсем вырăнне çĕннисене лартма килĕшсе татăлчĕç те вĕренекенсем. Пĕр кунта вĕсем 1500 йывăç лартса ĕлкĕрчĕç. Ĕç кал-кал пычĕ. Пурте тăрăшса ĕçлерĕмĕр. Ыр ĕç туни те хавхалантарчĕ. Çут çанталăк илемĕпе киленес тесен кашниех йывăç лартса ÿстермелле, ăна вăхăтра пăхса тăмалла. Кайран вăл хăйĕн илемĕпе иртсе çÿрекенсене савăнтарĕ.
 
 


"Каçал Ен"
06 ноября 2009
00:00
Поделиться