Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Тирпей-илемшĕн пурте пĕрле тăрăшар

Районта тăван тавралăха тирпей-илем кĕртес, йывăç-тĕм лартас тĕлĕшпе йĕркеленĕ экологи уйăхлăхĕ вĕçленчĕ. Тĕрлĕ харпăрлăхри предприятисемпе организацисем, пĕтĕмĕшле илсен, пĕлтерĕшлĕ мероприятие хастар хутшăнчĕç. Çак тапхăрта пурĕ 3000 тĕп йывăç лартса хăварнă, ирĕк памасăр уçнă 21 свалкăна «тĕп тунă». Санитари тĕлĕшĕнчи тасалăха çирĕплетес тĕлĕшпе район центрĕнче, Тăрăм, Кÿлпуç, Тип Тимеш, Кĕçĕн Таяпа, Таяпа Энтри, Питтĕпел, Хăвăлçырма ялĕсенче уйрăмах ĕçе курăмлă йĕркеленĕ. Кĕçĕн Таяпапа Таяпа Энтринче, Кÿлпуçпе Хăвăлçырма ялĕсенчи ырă тĕслĕхе вара районта пурăнакансем пурте пĕлччĕр, малашне вĕсенчен тĕслĕх илччĕр тетпĕр. Мĕншĕн тесен асăннă ялсенче палăртнă пĕрлехи ĕçе ушкăнпа – вырăнти предпринимательсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсене ертсе пыракансем хутшăнса кирлĕ шайра йĕркелесе пычĕç. Вĕрентÿ учрежденийĕсене илес пулсан, экологи уйăхлăхне Кĕçĕн Таяпа тата Таяпа Энтри шкулĕсем, «Йывăç ларт тата ăна упра» акцие акционерсен «Прогресс» обществин, «Комбайн» ял хуçалăх призводство кооперативĕн ĕçченĕсем хастар хутшăнчĕç. Чылай ял хуçалăх предприятийĕ пирки çакăн пек калаймăн.

Уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансемпе ялти инфраструктура объекчĕсен ертÿçисене тирпей-илем кĕртмелли йĕркене, ялсен территорине санитари тĕлĕшĕнчен тасатассин схемине пăхăнманшăн «пуçран шăлмаççĕ», çакăншăн палăртакан штраф виçи те сахал мар, 250 пин тенкĕ таран пулма пултарнине те хăшĕ-пĕрисем малтанласа шута хурасшăн мар. Ĕç-пуç тивĕçлипе явап тыттарасси патне çитсен анчах вĕсем канăçсăрланма тытăнаççĕ, анчах кая юлаççĕ. Район администрацийĕ çумĕнчи яланхи комисси тĕрĕслевĕн кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн санитари йĕркисене пăхăнманшăн кăçал пурĕ 108 протокол çырса хатĕрленĕ, тивĕçлĕ мерăсем йышăнма районти право органĕсене ярса панă. Тепĕр чухне ыйтусене татса парассинче уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансемпе ял тăрăхĕсен администрацийĕсем калаçса татăлайманнине пула лару-тăру çивĕчленсе çитет. Халăхпа пĕр чĕлхе те тупма пĕлмелле çав. Çирĕклĕ Шăхаль, Елчĕк тата Тăрăм ял тăрăхĕсенче тирпей-илем кĕртес, санитари тасалăхĕн схемине йĕркелес ĕçсене тивĕçлипе пурнăçласа пыраççĕ. Шел пулин те, ытти ял тăрăхĕсем пирки çакна калаймăн, вĕсенче мĕнпур ĕçе туллин пурнăçламаççĕ.



"Елчĕк Ен"
14 ноября 2009
00:00
Поделиться