Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Вăтăр çул вăрман хуралĕнче

ЫТЛА та илемлĕ вырăнта вырнаçнă Пăчăрлă Пашьел ялĕ: юнашарах – вăрман, шăнкăр-шăнкăр Пасна шывĕ... Камăн уйрăласси килĕ çак тăрăхран; Ахăртнех, тен, çакă та Н.Угаринра вăрман ĕçченĕ пулас туйăм çуратнă.
Çук, тÿрех лесник пулман-ха Николай Николаевич. Ялти вăтам шкулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн йĕкĕт Канашри ДОСААФ шкулĕнче водителе вĕренсе тухнă. Ун хыççăн, 1970-1972 çулсенче çар хĕсметĕнче тăнă. Салтак тумне хывсан вăл пĕр вăхăт тăван колхозра водительте тăрăшнă, каярахпа Шăмăршăри механизациленĕ вăрман хуçалăхне куçнă. Кунта та автомашина рульне шанса панă ăна. Вăрмана юратниех кунта килме хистенĕ-тĕр Н.Угарина.
Ачаранах вăрмантан тухма пĕлмен темелле Николай Николаевич: кăмпи-çырлине пуçтарнă, милĕк-шăпăр хатĕрленĕ. Ытларах вăрман илемĕ, кайăксен сассисем илĕртнĕ ăна. Тепĕр чухне вăл çакăншăнах ятарласа кунта килнĕ. Каснă йывăçсене курсан вара ачан чунĕ ыратмаллипех ыратнă: вĕсем те чунлă пекех-çке, вуншар çул ÿснĕ те – халĕ тункатисем çеç юлнă. Камăн алли çĕкленнĕ-ши; Çĕнĕ çул умĕн чăрăш хыççăн чăрăш çухални те пăшăрхантарнă ăна. Уяв хыççăн вĕсене пĕр шелсĕр урама кăларса пăрахни – пушшех те.
1979 çулхи октябрь уйăхĕнче Пăчăрлă Пашьел лесничествине лесник кирлĕ пулнă. Кама йышăнмалла-ха çак ĕçе; Ĕçлес текенсем темиçен те пулнă. Анчах кунта чăннипех вăрман чунĕллĕ çын кирлĕ. Пур ун пекки, таçта шырамалла мар. Вăрман хуçалăхĕн дирекцийĕ шăпах Н. Угарина суйласа илнĕ. Çакăншăн кайран никамăн та ÿкĕнмелле пулман. Пысăк хастарлăхпа пуçăннă ĕçе çĕнĕ работник, хăйне шанса панă обходра çирĕп йĕрке туса хунă. Вăрман вăррисем те, браконьерсем те палăрмаллах чакнă çакăн хыççăн.
Вăтăр çул хыçа юлчĕ ĕнтĕ унтанпа. «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ туса хурсан та вăрмантан уйрăлмарĕ Николай Николаевич. Халĕ вăл – Пăчăрлă Пашьел лесничествин вăрмана сыхлакан патшалăх инспекторĕ. Çут çанталăк пуянлăхне упраса хăврасси – унăн пĕрремĕш тивĕçĕ.
Н.Угаринăн ĕçне темиçе хутчен те тивĕçлипе хакланă. Ăна вăрмана сыхласа упрас тĕлĕшпе 10, 20 çул хастар ĕçленĕшĕн ятарлă паллăсемпе чысланă, Хисеп хучĕсене вара шутласа та пĕтереймĕн. Ял Совечĕн халăх депутачĕ те пулнă вăл. Мăшăрĕпе – Антонина Ивановнăпа – пĕр хĕрпе икĕ ывăл пăхса ÿстернĕ.
– Сахал мар йывăç лартнă эпĕ хамăн ĕмĕрте. Ман хыççăн çĕнĕ вăрман çитĕнни – хăех питĕ пысăк телей. Эппин, сая каймасть ман ĕç, – тет Николай Николаевич.
Умра – Çĕнĕ çул уявĕ. Лесниксен ĕçĕ те нумайланать: ем-ешĕл чăрăшсене сăтăрçă алли касса каясран, çут çанталăка пысăк сиен кÿресрен сыхламалла, çынсемпе тĕл пулса калаçмалла. Н.Угарин инспектор хăйне шанса панă вăрмана куç шăрçине упранă пек сыхлĕ.
 


"Шăмăршă хыпарĕ"
18 ноября 2009
00:00
Поделиться