Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Уйриçуртри çут çанталăк тусĕ

Декабрĕн 3-мĕшĕнче ку ялпа Ямайкасси хушшинчи çырмари пĕве хыçĕнчи сăмсахра Алексей Ильин çине тăнипе 100 ытла йывăç-тĕмĕ лартса кану вырăнĕ йĕркеленĕ.

Алексей Степанович пĕр вăхăт тăван тăрăхран аякра, Томск облаçĕнче ĕçлесе пурăннă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче тĕрлĕ сăлтавсене пула, унтан куçса килме лекнĕ ăна. Ашшĕ, Степан Ильин — ку тăрăхри ăста та пултаруллă тимĕрçĕсенчен пĕри, ачисене мĕн пĕчĕкрен çут çанталăка юратма вĕрентнĕ, вĕсене йывăç-тĕмĕсем лартма явăçтарнă. Алексей çав вăхăтсене паянхи пекех лайăх ас тăвать. Çав юрату унра çулран-çул вăй илсех пырать халĕ. Томскран тăван тăрăха таврăнсан, вăл анкарти хыçĕнче йывăçсем нумай лартса хăварнă. Вун икĕ çул каялла, Уйриçуртри тата Шăпăрлăварти çынсене явăçтарса, кунти пĕве çывăхĕнче 700 ытла йывăç-тĕмĕ лартса, хăйне май вăрман кати йĕркеленĕ, ун тавра выльăхсем пырса ан çĕмĕрччĕр тесе, карта тытса тухнă. Халĕ çак ката халăх юратнă вырăн пулса тăнă. А. Ильин йĕркелесе пынипех, акă, Ямайкассинелле каякан çул хĕррипе йывăçсем чылай лартса тухнă.

Шел, хăшĕсем çут çанталăк илемне хаклама пĕлмеççĕ. Килти выльăхсем валли утă хатĕрлес тĕллевпе, хыр-чăрăш калчисене хăш-хăш çĕрте çулса тăкнă. Хăшĕ-пĕри Çĕнĕ çулта ачисене савăнăç туса пама çын çÿллĕш ÿснĕ чăрăша елка тума касса каять. Çакă çут çанталăк тусĕн кăмăлне хуçать те ĕнтĕ.

— Хăй вăхăтĕнче эпĕ вăрманне чылай каснă. Лесничийсем Иккасси, Çĕмĕрле тата Атрать вăрманĕсене прачак (просека) тума йывăçсем касма чĕнсе каятчĕç те. Мĕн чухлĕ симĕс туссен ĕмĕрне вăхăтсăр татман пулĕ, хушаççĕ те мĕн тăвăн? Çавăнпа та вĕсен вырăнне çĕннисем лартса тăван тăрăха ешĕллентерес тетĕп, — калаçăва малалла тăсрĕ Алексей Степанович.

Çулленех хăш вырăна та пулин, çырма е пĕве хĕррине йывăç-тĕмĕ лартса хăварма тăрăшать Алексей.

Халĕ Пикшик ял тăрăхĕнчи халăхăн яланлăх ĕç вырăнĕ çук. Ямайкасси енчисен те çаплах. Килти хуçалăха йĕркеллĕ тытса тăрас, ача-пăчана тивĕçлĕ пĕлÿ парас тесе, кунти çынсем республика тулашне тухса кайса ĕçлеççĕ. Алексей Ильин та вĕсем пекех. Мускав хулине вахтăпа ĕçлеме çÿрет вăл.

— 15 кун ĕçлетпĕр те тепĕр 15 кун канатпăр “Монолит” пĕрлешÿре эпир. Ку хутĕнче яла килтĕмĕр те юр ирĕлсе пĕтнĕ. Пĕлтĕрех çак вырăнта йывăçсем лартса кану вырăнĕ йĕркелес шухăш çуралнăччĕ. Ун чухне май килмерĕ. Пĕвине татса кайнăччĕ те Ямайкассинчи Владимир Иванов водитель, çул тăвакансемпе калаçса татăлса, ăна йĕркене кĕрттерчĕ. Пĕви пуçне 6 йăмра лартса хăвартăм. Вĕсем лайăх чĕрĕлчĕç, — тет çут çанталăк тусĕ.

Шăпăрлăварти вăрман тăрăхĕнче хыр-чăрăш, ытти йывăçсен калчисем чылай шăтса тухнă. Декабрĕн 3-мĕшĕнче Алексей Ильин, хăй пек хастарсемпе — хăйĕн шăльнĕпе, Сашăпа, Евгений Степановпа, Борис Христофоровпа тата Алексей Григорьевич Ильинпа — калаçса килĕшсе, тракторпа унтан çав калчасене тата малтан тытнă карта, халь вăл кирлĕ мар, мĕншĕн тесен йывăçсем икĕ метр çÿллĕшех ÿссе кайнă, юписене кăларса килсе, Хурăнлă вар пуçĕнчи пĕве хыçне лартса тухнă.

— Йышпа ĕç ăнать, теççĕ. Çаплах пулчĕ. Пĕрисем йывăç калчисем кăларчĕç, теприсем — карта юписене. Лартнă чух та пĕрисем шăтăкĕсене алтса, теприсем калчасемпе юпасене лартса пычĕç. Пĕр кун хушшинчех пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç пулчĕ. Халĕ карта тытса тухмалла. Хăми валли йывăçне касса хатĕрленĕ. Ăна Пикшикре В. Шумилов пилораминче çуртарса килме палăртнă. Шел, унти электролинине татса янă тесе пĕлтерчĕç. Май килсенех хăма çуртарса картине тытатпăрах ĕнтĕ. Унсăрăн выльăхсем çĕмĕрсе пĕтереççĕ те пирĕн ĕç сая каять, — тет Алексей Степанович.

Тепĕр темиçе çултан килсе пăхма ыйтрĕç хăйсен кану вырăнне. Пĕвене сар карассен чĕпписене чылай янă. Вĕсем самаях ÿснĕ-мĕн. Пулли лайăх хыпать, теççĕ. Çу вăхăтĕнче кунтан ача-пăча татăлма пĕлмест, шыва кĕрсе рехетленет. Çиттĕннисем те çÿреççĕ иккен, пулă та тытаççĕ. Мĕн калăн, кашни ялтах Алексей Ильин пек çынсем пулинччĕ.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
15 декабря 2009
00:00
Поделиться