Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Шыв – пурнăç çăлкуçĕ

«Шыв вăл – пурнăç çăлкуçĕ», – тенĕ мĕн авалтанах. Шыва таса тытасси, ăна упрасси патшалăх пĕлтерĕшлĕ пысăк ĕç пулса тăрать. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерес тĕлĕшпе ятарласа Указ кăларнăччĕ. Ăна пурнăçа кĕртес енĕпе ял поселенийĕсенче мĕнле ĕçлеççĕ;

Кăçалхи кĕр уяр тăчĕ, çумăр сахал çурĕ. Çавна пула çăлсенче шыв сахалланса юлчĕ, пĕвесем типсе ларчĕç. Мăн Явăшра пурăнакансен «пурнăç çăлкуçĕсем» аптрасах çитнĕччĕ. Вĕрентÿ, вырăнти хăй тытăмлăх, сывлăх, культура, суту-илÿ тата ытти учрежденисене шывпа тивĕçтерсе тăракан артезиан çăлĕ те ĕçлеме пăрахнăччĕ.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕн ертÿçин ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Николай Владимирович Иванов çине тăнипе артезиан çăлне çĕнĕрен юсаса хута ячĕç. «Пурнăç çăлкуçĕ» каллех çĕнĕ хăватпа ĕçлесе кайрĕ, ял халăхĕ те Коммунальнăй урамра вырнаçнă колонкăсенчен чи паха шывпа туллин усă курма пуçларĕ. Артезиан çăлне çĕнĕрен хута янă çĕрте Л.Шариков, П.Самаров, В.Журавлев, А.Михайлов, Л.Журавлев, А.Фомин юсавçăсем пысăк тăрăшулăх кăтартнă.

Сăмах май çакна та каласа хăварас килет. Ĕлĕкрех Явăш тăрăхĕнчи çынсем ялти, хирти, çырмасенчи шывпа туллин усă курма пĕлнĕ, ун тивлечĕпе çаран утти туса илнĕ, пахча çимĕç çитĕнтернĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ, шыв арманĕсене ĕçлеттернĕ, пĕвесенче хур-кăвакал, пулă ĕрчетнĕ.

Çĕр ĕçченĕ çулталăк пулăмĕсене мĕн авалтан лайăх пĕлсе тăнă, тăван тавралăха вараламан, çăлкуçсене таса тытнă, пĕвесене ăшăхланма паман, çырма таврашне, ишĕлекен вырăнсене çирĕк, йăмра лартса çитĕнтернĕ.

Вăхăт иртсе пынă май лайăх йăласем манăçа тухрĕç. Эпир чунсăр пулнипе çĕр суранланать, çырма-çатра хунаса пырать, тăван тавралăх илемне пăсать. Çакна пирĕн яланах асра тытасчĕ.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
16 декабря 2009
00:00
Поделиться