Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Çут çанталăкпа килĕшÿллĕн

“Цивилизаци çут çанталăк шучĕпе мар, унпа килĕшÿллĕн кăна малалла аталанса пыма пултарать”, – терĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров ЧР Патшалăх Канашне 2010 çул валли янă Çырăвĕнче.
Çынсем çут çанталăк, тавралăх пирки куллен тимлеме хăнăхса пыни, йывăç-тĕм, чечек-курăк лартса чĕртни, тасалăхшăн, тирпей-илемшĕн тăрăшни пирĕн пурнăç условийĕсене чылай лайăхлатма май парĕ. Районта пурăнакансем тавралăха симĕслетессипе çуллен сахал мар ĕç тăваççĕ. Çут çанталăкшăн тимлессине, Президент калашле, пурнăçри норма, йăла-йĕрке туса хуни малашлăхшăн, хамăршăн пысăк пĕлтерĕшлĕ, чун-чĕре ыйтнă ĕç пулса тăрĕ.

 



"Ял ĕçченĕ"
18 декабря 2009
00:00
Поделиться