Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Усă курмалла

ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче малашлăх валли пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевсем палăртнă. Пуласлăх мĕнле пуласси пĕтĕмпех хамăртан килет. Çырура мана уйрăмах экологи ыйтăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăрни килĕшрĕ. Вăл пирĕн район центрĕнче те çивĕч тăрать. Мĕн чухлĕ çÿп-çап сапаланса выртать тавралăхра. Сывлăха сиен кÿрет, илеме пĕтерет. Акă, Садовăй урам вĕçĕнче ăпăр-тапăр тăкмалли çĕнĕ свалка уçнине пĕлеççĕ-ши пуçлăхсем? Çÿп-çап пăрахмалли контейнерсене вăхăтра илсе килсе вăхăтра тăкнă пулсан çак ÿкерчĕке курмастăмăрччĕ те-и, тен? Мĕн кăна çук çав купасенче. Тимĕр-тăмăрĕ те, кантăк, пластик савăтсем... Вĕсене ĕçлесе хатĕрлесен усă та кÿреççĕ вĕт.
“Ĕçлесе тирпейлеме юрăхлă пĕтĕм япалана пуçтармалла тата ĕçе ямалла”, – тенĕ Н.Федоров хăйĕн Çырăвĕнче. Питĕ тĕрĕс шухăш.



"Ял ĕçченĕ"
18 декабря 2009
00:00
Поделиться