Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Ялсен тасалăхĕ ỹсет

Виçĕм кун район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразде-ленийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвĕ пулса иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Канашлура чи малтанах район пуçлăхĕ Н.Миллин 2010 çулта Чăваш Республикин Президенчĕн ятарлă стипендийĕсене илсе тăма тивĕç пулнă районти 6 вĕренекенпе ĕçлекен çамрăка свидетельствăсем пачĕ. Район администрацийĕн ЗАГС пайĕн 2009 çулхи отчечĕпе унăн ертỹçи В.Спиридонова паллаштарчĕ. Пĕлтĕр 154 мăшăр (2008 çулхинчен 5 мăшăр ытларах) çемье çавăрнă. Иртнĕ çул, виçĕм çулхи пекех, 208 ача çуралнă. Çав шутран 87-шĕ çемьере пĕрремĕш ача, 72-шĕ иккĕмĕш ача, 39-шĕ _ виççĕмĕш, 8-шĕ тăваттăмĕш ача, пĕри çемьере пиллĕкмĕш ача. Çемье çавăрасси, ача çураласси Елчĕк ял тăрăхĕнче ỹснĕ. Çав вăхăтрах, пĕр çемье те чăмăртанман, пĕр ача та çуралман ялсем те чылай. 2009 çулта районĕпе 368 çын вилнĕ, 2008 çулта _ 400. Çынсем ытларах чĕрепе, çын организмĕнчи юн çаврăнăшĕн тата ытти чирсемпе вилеççĕ. Экологи хăрушсăрлăхне лайăхлатас тĕлĕшпе 2009 çулта туса ирттернĕ ĕçпе район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ П.Тремасов паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх ялсенче тирпей-илем шайĕ ỹснĕ. Кашни ял тăрăхĕнчех ăпăр-тапăра пуçтарса свалкăна илсе тухассине йĕркеленĕ. "Чăваш Республикинчи экологи хăрушсăрлăхне ỹстересси" республикăри тĕллевлĕ программа мероприятийĕсене пурнăçлама укçа-тенкĕ çителĕклĕ уйăрнă. Экологи лару-тăрăвне лайăх енне улăштарма ăнлантару ĕçне лайăхлатни, контроль ĕçне вăйлатни пулăшнă, палăртрĕ П.Тремасов. Ку енĕпе ял тăрăхĕсенчи ялан ĕçлекен комиссисем çут çанталăка сыхлассипе çыхăннă административлă право йĕркине пăснă кодекс статйисемпе анлă усă кураççĕ. Пĕлтĕр вĕсем çут çанталăка сыхлассипе çыхăннă правилăсене пăхăнман ертỹçĕсемпе уйрăм çынсене темиçе хутчен асăрхаттарнă хыççăн 120 материала тивĕçлĕ мерăсем йышăнма районти административлă комиссине, право йĕркисене сыхлакан органсене ярса панă.



"Елчĕк Ен"
03 февраля 2010
00:00
Поделиться