Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Полигонсен ыйтăвĕ татăлатех

Раççей Правительствин Председателĕ В.В.Путин иртнĕ эрнере республикăна килсе кайнă хыççăн ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче ырă хыпар пĕлтернĕ: республика пуçлăхĕпе федераци премьер-министрĕ Чăваш Енре темиçе миллиард тенкĕлĕх проектсем пурнăçа кĕртме май пурри çинчен калаçнă. “Çав шутра промышленноçри тата йăлари каяшсене тирпейлессипе çыхăннă тытăм туса хурас енĕпе татăклă хушусем панă”, - тенĕ Н.В.Федоров. Апла пулсан тивĕçлĕ министерствăсен федераци бюджетĕнчен миллионсем илмешкĕн мĕн кирлине пурне те тумалла.

ЧР Çут çанталăк тата экологи министерствинче пĕлтернĕ тăрăх, йăлари хытă каяш полигонĕсем кирлĕ чухлĕ хута яма республикăна 2, 3 миллиард тенкĕ, çав шутра Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисен тата Шупашкар районĕн пĕрлехи полигонне ĕçе кĕртме 700 миллион тенке яхăн кирлĕ. Пĕр полигон проектне хатĕрлеме кăна 1-2 миллион, кашни объекта ĕçе кĕртме 100 миллион тенке яхăн тупмалла. “Полигон хакла ларать, - теççĕ район депутачĕсем. - Ăна ĕçе кĕртме район бюджетĕнчен тÿрех 100 миллион тенкĕ уйăрсан социаллă тĕллевсен пĕр пайĕ пурнăçа кĕмесĕр юлать”.

ЧР Президенчĕн “Чăваш Республикинче экологи хăрушсăрлăхне тивĕçтермелли хушма мерăсем çинчен” указĕнче палăртнă ĕçсене туллин пурнăçа кĕртме хуласемпе районсен бюджечĕ вăй çитереймĕ. Иртнĕ çулсенче кĕмĕле вырăнти хăй тытăмлăх тата республика шайĕнче нумай шырарĕç. Ыйтăва Министрсен Кабинечĕн ларăвĕсенче, экологи хăрушсăрлăхĕн канашĕнче те сÿтсе яврĕç. Республикăра полигонсем тума тата каяша сортлакан, унăн пĕр пайне ĕçе кĕртекен производство йĕркелеме федерацин тивĕçлĕ министерствинчен те укçа ыйтса пăхрĕç. “Производство тата потреблени каяшĕсем” тĕллевлĕ программа йышăнма та сĕнчĕç. Анчах урапа вырăнтан тапранмарĕ. Ыйтăва сÿтсе явма РФ Правительствин Председателĕ В.В.Путин хутшăннă, промышленноçри тата йăлари каяшсене тирпейлессипе çыхăннă тытăм туса хурас енĕпе татăклă хушусем панă хыççăн лав вырăнтан тапранасси иккĕлентермест.

Пуç ватмалăх пур çав: хытă каяша вырнаçтармалли полигон республикăра 5 çеç: Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Патăрьел, Вăрмар тата Тăвай районĕсенче. Тивĕçлĕ органсем каяш тăкма ирĕк панисем - 15, ирĕк паманнисем - 2 /Элĕк тата Вăрнар районĕсенче/. Патшалăх çирĕплетнĕ йĕркене пĕри те тивĕçтерменрен тĕрĕслевçĕсем пурне те хупса çĕнĕрен тума ыйтаççĕ. Çут çанталăка сыхлакан органсене хирĕçлеймĕн: экологие хăрушлăха кĕртекеннисене пĕтермеллех.

Çĕнĕ полигонсен проекчĕсене хатĕрлес ĕç иртнĕ çулсенчех пуçланнă. Етĕрнепе Муркаш районĕсем, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар тата Шупашкар районĕсем вĕсене хатĕрлесе çитернĕ. Патăрьел районĕн полигонне пырса кĕме çул тунă, проектне те вĕçленĕ. Муркаш районĕн патшалăх экспертизи витĕр ăнăçлă тухнă. Элĕк, Хĕрлĕ Чутай, Куславкка районĕсем те ĕçлеççĕ, ятарлă лаптăк уйăраççĕ. Пăрачкавсем кÿршĕсеннипе усă курасшăн, Елчĕксем тăм карьерĕ пулнă вырăнта полигон тăвасшăн.

Шупашкарăн, Çĕнĕ Шупашкарăн тата Шупашкар районĕн вăл ăçта пулассине 2008 çултах пĕлтерчĕç: “Химпром” общество патĕнче. Проектне Шупашкар администрацийĕ тутарнă, патшалăх экспертизи ăна тата лайăхлатма сĕннĕ.

Экологи лару-тăрăвĕ чăннипех йывăр. Иртнĕ кĕркунне Шупашкар районĕнчи Питтукасси патĕнчи полигона кĕрсе куртăм. Такам вут чĕртнĕрен çăра тĕтĕм пĕтĕм таврана хупăрласа илнĕ. Çапкаланса çÿрекен йытăсем, килсĕр-çуртсăр çынсем куç тĕлне пулчĕç. Çакнашкал ÿкерчĕк - кашни районтах. Çавăнпа Н.В.Федоров Президент экологи ыйтăвне татса пама пысăк тĕллев лартнине пурте ырлаççĕ.



"Хыпар"
04 февраля 2010
00:00
Поделиться