Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Тирпейлĕ пулсан хамăра та кăмăллă

Районти 53 ялти инфратытăмăн 375 объектĕнче экологи енчен хăрушсăрлăха ỹстерес, тăван тавралăха сыхлас тĕллевпе тирпей-илем кĕртмелли йĕркесене тата ялсен территорине санитари енчен тасатмалли схемăсене ял тăрăхĕсен депутачĕсен пухă-вĕсенче çирĕплетнĕ. Палăртас пулать, юлашки вăхăтра тирпей-илем кĕртес енĕпе чылай ĕç туса ирттернĕ - çỹп-çапа илсе тухса свалкăна леçнĕ.

"Чăваш Республикинче экологи хăрушсăрлăхне ỹстересси" республикăри тĕллевлĕ программăн мероприятийĕсене пурнăçлама укçа-тенкĕ çителĕклĕ уйăрнă. Çут çанталăк пуянлăхĕпе усă куракансем район бюджетне тăван тавралăха сиен кỹнĕшĕн тỹлекен укçа-тенкĕ калăпăшĕ те ỹссе пырать. Экологи лару-тăрăвне лайăх енне улăштарма ăнлантару ĕçне лайăхлатни, контроль ĕçне вăйлатни пулăшнă. Ку енĕпе ял тăрăхĕсенчи ялан ĕçлекен комиссисем çут çанталăка сыхлассипе çыхăннă административлă право йĕркине пăснăшăн кодексăн статйисемпе анлăн усă кураççĕ. Иртнĕ çул вĕсем çут çанталăка сыхлассипе çыхăннă йĕркесене пăхăнман ертỹçĕсемпе уйрăм çынсене темиçе хутчен асăрхаттарнă хыççăн 120 материала районти административлă комиссине, право йĕркисене сыхлакан органсене ярса панă. Должноçри çынсене йĕркене пăснăшăн 10 пин тенкĕрен пуçласа 50 пин тенкĕ таран штраф тỹлеттернĕ. Уйрăм çынсем Чăваш Республикин "Чăваш Республикинче административлă правăна пăснисем çинчен" Саккунĕпе килĕшỹллĕн явап тытнă. Çав-çавах ăпăр-тапăра пухас, илсе тухса свалкăна леçес енĕпе йывăрлăхсем тĕл пулаççĕ. Тĕрĕслевсем кăтартса панă тăрăх, ăпăр-тапăра палăртман вырăна тăкаççĕ. Уйрăмах çакăн пек тĕслĕхсем медицина, вĕрентỹ учрежденийĕсем, коммерци тытăмĕсен предприяти-йĕсем, ытти организацисем çывăхĕнче пулни питĕ килĕшỹсĕр. Пусăсемпе тарасасем, çăл куçсем патĕнче пухăннă таса марлăх кама хумхантармĕ? Чылай çĕрте ирĕксĕрленĕ, темиçе хут асăрхаттарнă хыççăн çеç пухăннă ăпăр-тапăра илсе тухма май тупрĕç. Ял тăрăхĕсенче тирпей-илем кĕртмелли йĕркесене, территорисене санитари енчен тасатмалли схемăсене мĕнле пăхăннине, çут çанталăка сиен кỹнĕшĕн тỹлемелли тỹлевсене вăхăтра хывнине тĕрĕслес тĕллевпе 2010 çулта район прокуратурипе пĕрле тĕ-рĕслевсем ирттерме палăртнă. Унта çут çанталăк сыхлавĕпе çыхăннă саккунсемпе нормативлă право акчĕсене мĕнле пăхăннине тишкерĕç. Ялан ĕçлекен комиссисен ларăвĕсене тирпей-илемшĕн тăрăшман предприятисемпе организацисен, ялсенчи ин-фратытăмăн объекчĕсен ертỹçисене, уйрăм хуçалăхсен хуçисене чĕнсе калаçни те вырăнлă. Ларусенче ăнлантару ĕçне йĕркелесе пырса уйрăм çынна хăйне килĕшекен çул-йĕре суйласа илме сĕнмелле: е вăл тăван тавралăх илемĕшĕн тăрăштăр е пысăк штраф тỹлетĕр. Ман шутпа, йĕркене сĕмсĕр пăсакансен ĕçĕсене Шупашкара, Россельхознадзор органĕсене ярса памалла: кунта айăплисене пуçран шăлмаççĕ - пысăк штрафсем кĕтеççĕ. Çавăн пекех çул çỹресе те укçа-тенкĕ чылай тăкакланать - айăпли айăпа тỹрех туйса илет. Çавăн пекех ытти майсемпе те туллинрех усă курмалла. Раççей Федерацийĕн Правительствин ларăвĕнче В.В.Путин çапла палăртрĕ: "Тĕрĕслевсем нумай та, сахал та мар - вĕсем кирлĕ чухлĕ çеç пулмалла. Тĕрĕслевсене çын пурнăçĕпе сывлăхне хăрушлăх кăларса тăратакан вырăнсенче ирттермелле". Çавăнпа тĕрĕслевсем ирттерес умĕн çынсемпе тĕл пулса территорисене таса тытас енĕпе асăрхаттармалла. Кайран укçа-тенкĕ енчен тăкакланмалла ан пултăр.



"Елчĕк Ен"
06 февраля 2010
00:00
Поделиться