Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Кĕçех шыв-шур пуçланĕ, асăрхануллăрах пулăр

Кăçал юр нумай çурĕ. Март уйăхĕн çурри тĕлне хирсенче вăл метра яхăн хулăнăш выртать. Кĕркунне типĕлле çĕр шăннипе шыва çăтаймасть. Ирĕлнĕ юр шывĕ ăçталла каясси паллă та мар. Çавăнпа та çурхи шыв-шур вăхăтĕнче кăткăслăхсем сиксе тухма пултараççĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕ, район пуçлăхĕ ятарлă постановленисем кăларнă. Унта гидротехникăлла сооруженисем пур хуçалăхсен ертÿçисене яваплă пулма хушнă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен халăхпа ĕçлемелле. Уйрăм çынсене хăйсем пурăнакан çуртсен тавра юра тасатма, шыв юхакан пăрăхсенчи пăра каткама, шыва аяларах вырăналла юхма канавсем чавма ыйтмалла. Тĕп сакайсене, нÿхрепсене унччен те шыв кĕнĕ хуçалăхсен çĕр улмие тата унта упранакан пахча-çимĕçе, тăварланă, консервланă апат-çимĕçе кăлармалла. Юр хăвăрт ирĕлнĕ вăхăтра дежурствăсем йĕркелемелле. Пĕччен пурăнакан ватăсене, вăрçă ветеранĕсене картишне, çурт çывăхне юртан тасатма пулăшмалла. Ашшĕ-амăшне ачисене çырмасемпе кÿлĕсем çывăхне пыма чармалли çинчен ăнлантармалла. Водительсен çул çинче тимлĕрех пулмалла, çуран çÿрекенсене хăвăрт çÿресе таса мар шывпа сапса хăварасран асăрханмалла.

Предприятисемпе организацисен ертÿçисен çурхи шыв-шур вăхăтĕнче тумалли ĕçсене тепĕр хут пăхса тухмалла. Пĕвесенче, плотинасенче хальлĕхе пăрлă-ха. Анчах та шыв юхса тухмалли шăтăксене тасатмаллах. Кунта та асăрханса ĕçлемелле, яваплă çынсене çирĕплетмелле. Шыв илме пултаракан вырăнти выльăх апачĕсене урăх тĕле куçармалла.

Хăвăрт ăшăтма пуçларĕ. Каларăм ĕнтĕ, кăçал шыв нумай пулĕ. Кашнинех асăрхануллăрах пулмалла. Хамăр тимлемесен пире никам та пулăшса çитереймĕ. «Сыхлакана Турă сыхлать», — теççĕ халăхра.



"Каçал Ен"
24 марта 2010
00:00
Поделиться