Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Экологи тĕп вырăнта пултăр

ЧĂВАШ Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров ЧР Патшалăх Канашне янă «Чăваш Ен: пуласлăхра тата пуласлăх валли» Çырăвĕнче экологи экономики çине куçма тĕллев лартнă. Вăл пурнăçра, экономикăра çĕнĕ пахалăхлă улшăнусем тума май парĕ. Республикăра «ешĕл революци» старта тухнă ĕнтĕ. Экологи енчен тасалăха тата хăрушсăрлăха шута илсе, лайăх территорисем тупса палăртас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ.

Ман шутпа, экологи ыйтăвĕ пирĕн районта та малти вырăнта тăмалла. Таса продукци туса илес тесен, уй-хирте гербицидсемпе тата минераллă удобренисемпе наука хушнине çирĕп пăхăнса усă курмалла.

Тепĕр ыйту – биотехнологисене анлă ĕçе кĕртесси . Нано- тата биотехнологисене аталантарасси çÿлти шайра пулсассăн кăна эпир ÿсĕмлĕ утăмсемпе малалла аталанма пултаратпăр. Çак ĕçе республикăри наукăра вăй хуракансене анлăрах хутшăнтармалла тесе шутлатăп.

Шкулта та экологи пĕлĕвĕсене тарăнрах памалла, учительсен пурнăç уттинчен юлмалла мар. Хаçат-журналти статьясемпе паллашсах тăмалла.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
31 марта 2010
00:00
Поделиться