Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Çунакан пĕр шăрпăк пĕрчи те нумай сиен кÿрет

Çанталăк шăрăх тăрать. Вăрманта курăксем типĕ. Йывăç-тĕм те йăл илсе пырать. Пушар хăрушлăхĕ пысăк. Çавăнпа та район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков ятарлă йышăну кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн çынсен тата транспорт хатĕрĕсен вăрмана ирĕклĕн кĕмелле мар. Ятарлă пропуска «Шăмăршă лесничестви» патшалăх учрежденийĕн Комсомольскинчи участокри лесничествăн лесничийĕнчен В.А.Егоровран тата «Йĕпреçри лесничество» патшалăх учрежденийĕн Хурамал участокĕнчи лесничествин лесничийĕнчен А.А.Кондратьевран илмелле.

Асăннă яваплă çынсене халăх хушшинче пушар хăрушлăхĕ пирки профилактика ĕçĕсем, калаçусем ирттерме хушнă. Çак ĕçсене ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен, предприяти, организацисен ертÿçисен те тумалла.

Вăрманта, ун çывăхĕнче вут-кăвар ан алхастăр! Кашнин тимлĕ пулмалла. Шăрпăкăн пĕр пĕрчи те нумай тенкĕлĕх сăтăр тăвать.

 



"Каçал Ен"
12 мая 2010
00:00
Поделиться