Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Вăрмана вутран сыхлар!

Шăрăх тата типĕ çанталăка пула районти вăрмансенче пушар хăрушлăхĕ ÿсрĕ. Пушарсен тишкерĕвĕ савăнтарсах каймасть: вунă пушартан тăххăрăшĕ çыннăн ĕçĕсемпе е вăл нимĕн те туманнипе тÿрремĕнех çыхăннă. Кăçалхи çуркунне никам та пăхса-сăнаса тăмасăр вăрман çывăхĕнчи лаптăксенче типĕ курăк е хăмăл çунтарни, чĕртнĕ кăвайтсене сÿнтермесĕрех хăварни йывăр пушарсем патне илсе çитернĕччĕ. Хальхи вăхăтра вăрманта е ун çывăхĕнче канакансен хисепĕ йышланчĕ. Çавна май асăрханусăрлăх инкек патне илсе çитерме пултарни пирки манмалла мар. Пĕчĕк йăнăш пысăк инкекпе вĕçленме пултарни пирки асрах тытмалла. Кашни утăмра тимлĕх кирлĕ.

Асăрхаттарас тĕллевпе сире пушар хăрушлăхĕ çивĕч тăнă вăхăтра вăрманта пулнă чухне çаксене тума юраманни пирки аса илтерес килет:

- лăсăллă хунав вăрманта, торфлăхра, каснă вăрманта е вăрман ĕçленĕ хыççăнхи юлашкийĕсем çывăхĕнче, типĕ курăклă вырăнсенче, çавăн пекех йывăçсем айĕнче кăвайт чĕртме;

- утнă чухне пирус туртма, çунакан шăрпăка тата пирус тĕпне пăрахма;

- каннă вырăна тĕрлĕ хутсемпе, кантăк савăтпа тата ытти ăпăр-тапăрпа çÿпĕлеме.

Вут-çулăм хыпса илнине асăрхасан ăна сÿнтерме хăвăртрах мерăсем йышăнмалла, тин кăна каснă симĕс йывăç тураттисемпе çулăма çапмалла. Пушар тухни çинчен çийĕнчех пушар чаçне, лесничествăна (телефон номерĕ 88354722370), милицине е вырăнти влаç органĕсене пĕлтермелле.

Н.АНДРЕЕВ.



"Пирěн пурнăç"
30 июня 2010
00:00
Поделиться