Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Типĕ çанталăк прогнозсене тÿрлетет

Çанталăк чылайранпа шăрăх та типĕ тăнине Правительство шайĕнче асăрхаманни тĕлĕнтермĕш пулĕччĕ. Министрсен Кабинечĕн Николай Федоров Президент ертсе пынипе ĕнер иртнĕ ларăвĕнче çак темăран пăрăнса иртмерĕç.

Экономика аталанăвĕн министерстви Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2011-2013 çулсем валли хатĕрленĕ прогнозĕн тĕп кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Икĕ вариант хатĕрленĕ. Пĕрремĕшĕнче аталанăва палăртнă пулин те унăн хăвăртлăхĕ пысăках мар. Иккĕмĕшĕнче оптимизм тенин шайĕ çÿллĕрех. Документра Чăваш Ен экономикишĕн тирпейлекен отрасльсен тÿпи пысăккине шута илнĕ. Прогнозпа килĕшÿллĕн 2013 çулта регионăн пĕтĕмĕшле продукчĕн ÿсĕмĕ хальхи шайăн 109 проценчĕпе танлашмалла. 2010 çултах тĕп капитала хывакан инвестицисен виçи 44, 6 млрд тенке çитмелле, çитес çулсенче вара пысăкланса пырĕ - 2013 çул тĕлне 73 млрд тенке яхăнах пулĕ.

Президент çак прогнозра Канашра çĕнĕ йышши вакунсем тăвакан завод хута кайнине, Çĕнĕ Шупашкарта хĕвел батарейкисем кăларакан завод ĕçлеме пуçлассине шута илнипе кăсăкланчĕ. Çак ĕçсем документа кĕнĕ иккен, эппин, ÿсĕм çав заводсемпе те çыхăнмалла. Сăмах май, Раççей Правительстви пирĕн «Промтрактора» пулăшса уйăракан транш укçи тинех килме пуçлать, çитес эрнере «трактористсем» 2, 5 млрд тенкĕ илĕç.

Апла пулин те кăмăла хуçакан самант та пур. Ял хуçалăх министрĕн çумĕ Сергей Павлов çанталăк шăрăх тăни пирки аса илтерчĕ. Çавна май прогнозра ял хуçалăх продукцийĕ туса илессипе çыхăннă кăтартусене пĕчĕклетме тивет. Чылайранпа çумăр çуманнине пула тыр-пул тухăçĕ пĕчĕкрех пуласси халех куç кĕрет. С.Павлов тухăç пĕлтĕрхи виçен 85 процентĕнчен ытла пулмасть тесех çирĕплетрĕ. Прогнозра вара пысăкрах тухăç пăхнă. Пĕлтĕр тухăçăн укçа çине куçарнă виçи 25 млрд тенкĕ пулнă, кăçал çак виçе 18 млрд тенкĕрен иртмест-тĕр. Çĕршывăн 6 регионĕнче шăрăха пула чрезвычайлă лару-тăру йĕркине ĕçе кĕртнĕ те ĕнтĕ.

Н.Федоров та хăрушлăх чăнласах пысăккине йышăнчĕ: «Типĕ çанталăк кÿрекен сиен сехетсерен пысăкланса пырать - çакна курмăш тăваймăн». Эппин, прогноза та Ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕсене тĕпе хурса тÿрлетÿсем кĕртмелле. Çапах республика экономикин пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсене çакă курăмлă улшăну кÿреймест пуль, мĕншĕн тесен пĕтĕмĕшле продукт калăпăшĕнче ял хуçалăхĕн тÿпи темле пысăк мар - 8 процент патнелле. Николай Васильевич регионсен пуçлăхĕсемпе калаçнă май вĕсем Саратов, Самар тăрăхĕсенче, Пушкăртстанра пĕтĕмпех типсе кайни çинчен пĕлтернине евитлерĕ. Чăваш Енре те, куратпăр, ĕç-пуç çăмăл мар. Çапах, Президент шухăшĕпе, «çак условисенче те ĕçлемелле, тивĕçлĕ кăтартусем тумалла».

Ларура тишкернĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр ыйту - Чăваш Ен халăхĕн сывлăхĕпе çыхăннă патшалăх доклачĕ. 2009 çулшăн хатĕрленĕскерпе сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Венера Муллина паллаштарчĕ. Ырă улшăнусем пур. Халăх шучĕ чакса пырасси пĕлтĕр 5 процент сахалланнă. 2008 çулхипе танлаштарсан ача çуратасси 7, 7 процент ÿснĕ. Тин çуралнă пепкесем вилессин кăтартăвĕсем пĕчĕкленни те лайăх. Министр юлашки çулсенче республикăра хăватлă сиплев центрĕсем хута кайнине пайăррăн палăртрĕ. Сиплев учрежденийĕсен пурлăхпа техника бази пуянланнине те тивĕçлипе хакламалла. Çапах мĕн тунипе çырлахма юраманни те паллă. Лайăх улшăнусем çывăх çулсенчех палăрмалла. Çав шутра, калăпăр, 12-мĕш çул тĕлне республикăра пурнăçăн вăтам тăршшĕ 70, 6 çула çитесси. Пĕлтĕр ку кăтарту 67, 8 çулпа танлашнă.

Шăпах çакăнта Ю.Волошин вице-премьерăн ыйту çуралчĕ: «АПШра, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, 2000 çулта çуралнă çынсем 100 çул пурăнасси пирки прогноз тунă. Пирĕн мĕншĕн çавнашкал тĕпчевсем çук? Çакна пĕлни экономикăшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулĕччĕ. Хальхи ачасем кайран мĕнле пурăнĕç?« Венера Петровна «лайăх пурăнĕç» тени Юрий Петровича кăна мар, Президента та тивĕçтермерĕ, вăл та асăннă йышши прогнозсем кирли çинчен каларĕ. Чăваш Енĕн «тĕп врачĕ» çывăх вăхăтра çавнашкал кăтартусене пĕлтерме шантарчĕ.

Çынсен пурнăçĕн тăршшĕпе çыхăннă темăна аталантарнă май Н.Федоров аварисемпе, çавнашкал ытти инкекпе сăлтавланакан вилĕмсенчен сыхланмалли çинче чарăнса тăчĕ. Çулсем çинчи аварисенче çынсем вилесси-суранланасси кăçал самаях чакнă пулин те, Николай Васильевич шухăшĕпе, ку енĕпе ĕçлемелли пайтах: «Республикăра автотранспорт йышли, автоçулсем лайăххи те нумай инкек кÿрет. Ялсене лайăх çулсемпе çыхăнтартăмăр та - унччен тикĕс çул курман комбайнерсемпе трактористсем çав трассăсем çинче çил хăвалама пуçларĕç. Çул çÿрев культури çук. Куратăп-çке - руль умĕнче çамрăксем ытла та нумай. Вĕсем правилăсене уямаççĕ, нихăçан та ыттисене ирттерсе ямаççĕ. Мана та çул памаççĕ. Мускавра, Чулхулара çул параççĕ, кунта - çук. Культурăсăрлăх! Машинăллă пулнă, культурăллă пулайман!» Çавна май Николай Васильевич Вĕрентÿ министерствипе ШĔМе руль умĕнчи çынсене культурăна хăнăхтармалли ятарлă программа хатĕрлеме сĕнчĕ: «Вун-вун çын пурнăçне çăлассишĕн ку енĕпе çине тăрса ĕçлени вырăнлă».

Республика территорийĕнчи уголовнăй айăплава пурнăçлакан тытăма патшалăх енчен пулăшмалли программа тĕлĕшпе ыйтусем пулмарĕç темелле. Республикăри колонисем хĕсĕк те тăвăрри паллă. Сăмахран, Шупашкарти СИЗОра пĕлтĕр лимитпа 212 çын вырăнне 288 çынна хупса усранă. Ытти учреждени пирки те çавнах каламалла. Вĕсенчен нумайăшĕн çурчĕ кивелнĕ, юхăннă. Асăннă программа ĕç-пуçа йĕркелеме тивĕç. Ăна пурнăçлама пĕтĕмпе 1, 3 млрд тенкĕ ытла уйăраççĕ. Тĕпрен илсен - федераци укçи. Чăваш Ен бюджетĕнчен - 40 млн тенкĕ. Н.Федоров çакăнпа çеç кăсăкланчĕ: федераци укçи пулатех-и? ФСИН управленийĕн пуçлăхĕ Вячеслав Волков шантарсах каларĕ: пулать. Апла тăк çак тытăмăн шала кайнă чирĕсенчен тинех хăтăлас шанчăк пур. Çав шутра - Лапсарта чылай çул каяллах тума пуçланă çĕнĕ СИЗО строительстви вĕçленес тĕлĕшпе те.

Вĕрентÿ тытăмĕнче автономи учрежденийĕсем туса хурас ыйту хăйне евĕрлĕ калаçу çуратрĕ. Галина Чернова министр каланă тăрăх, маларах палăртнă планпа килĕшÿллĕн 33 АУ туса хума хатĕрленнĕ. Анчах саккунсенчи улшăнусене пула ку ĕçе туллин пурнăçламашкăн тăхтас тенĕ - 6 учреждени шăпине çеç татса парасшăн. Анчах Финмин хирĕç иккен. Çакна унăн представителĕ çĕнĕ саккунсемпех сăлтавларĕ. Çавна май хайхи учрежденисен шăпи иккĕленÿллĕ пулса тăчĕ темелле. Г.Чернова «автономисем» аван ĕçленине çирĕплетрĕ, çавăнпа нумайăшĕ вĕсен çулĕпе каяс тенĕ ĕнтĕ. Çакă витĕм кÿчĕ пулас: Н.Федоров Финмин хирĕççине пăхмасăр ыйтăва татса пама сĕнчĕ. Тата 6 вĕренÿ учрежденийĕ автономи статусне илет. «Финанс министрĕ Николай Смирнов хирĕçлетчĕ-ха ĕнтĕ, - шÿтлерĕ Президент. - Вăл çукки лайăх».

Ларура çавăн пекех Çут çанталăк ресурсĕсен министерствин «Гидроресурс», «Вăрман пушар служби» учрежденийĕсене туса хума йышăнчĕç. Пĕрремĕшĕ Вăрнар тăрăхне, Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски районĕсене ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерме тунă шыв управĕсене пăхса тăрĕ, иккĕмĕшĕ лесничествăсен вакланса кайнă пушар хуралĕсене пĕтĕçтерсе вăрмансенчи инкексенчен сыхланассине тивĕçтерĕ.

Юлашкинчен Президент РФ Правительстви Тверьте «Электрон правительствин» ыйтăвĕпе йĕркелекен канашлупа кăсăкланчĕ. Мускав пирĕн опытпа паллаштарас тĕллевпе унта Чăваш Енĕн темиçе министрне хутшăнтарасшăн пулнă иккен. «Çур правительствăна унта яраймастпăр ĕнтĕ - командировка валли ун чухлĕ укçа çук, - терĕ Николай Васильевич. - Кирлĕ тĕк хăйсем кунта килччĕр». Темиçе министрăн кайма тивмест иккен. Канашлăва Патшалăх çыхăнупа информатизаци комитечĕн ертÿçи Сергей Захаров кăна хутшăнать, анчах вăл пирĕн асăннă енĕпе ĕçлекен пĕтĕм министерствăшăн «явап тытĕ» - унăн докладĕнче Чăваш Ен опычĕн тулли ÿкерчĕкĕ сăнланĕ.

Оригинал статьи: http://hypar.ru/nws/show/32/7839/index.php?id=s010915275958



"Хыпар"
01 июля 2010
00:00
Поделиться