Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Вăрман чĕрĕлĕхĕшĕн

Вăрнарта шкул лесничествисен республикăри XXIV-мĕш слечĕ иртрĕ
Виçĕ çул каялла Пăртас шкулĕнче Вăрнарти ача-пăча пултарулăх çурчĕн филиалĕ йĕркипе çамрăк вăрманçăсен пĕрлешĕвĕ ĕçлеме тытăнчĕ. Татьяна Петрова ертсе пыракан ушкăн та районти слетсенче кашнинчех пĕлĕвĕпе, анлă тавра курăмĕпе палăрать. Кăçал акă вĕсем хăйсемпе пĕр шухăшлисен районти конкурсĕнче мала тухрĕç, республика тапхăрне хутшăнма тивĕçрĕç.
Слет çамрăк вăрманçăсене районăн чи илемлĕ вырăнĕсенчен пĕринче – Вурнарка шывĕ хĕрринче – пуçтарнă. Тупăшса ăмăртаканĕсем – пĕтĕмпе вунă команда, пурте районсенче çĕнтернисем.
Экологи хăрушсăрлăхне ÿстерес, тăван тавралăх илемне çăлас чунлă çамрăк вăрманçăсене район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Николай Иванов, Вăрнар лесничествин директорĕ Николай Анисимов саламланă, пархатарлă ĕçшĕн тав тунă.
Кăсăклă çичĕ конкурс, хаваслă кăмăл-туйăм, вăрманпа татах та çывăхланни – виçĕ кун хушшинче ачасем чунпа-кĕлеткепе каннă кăна мар, пĕлĕвне çирĕплетнĕ, тавра курăмне ÿстернĕ. Ÿсен-тăрансен, чĕр чунсен, кайăксен пурнăçĕсене тĕпченĕ, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене шĕкĕлченĕ, тĕпчев ĕçĕсене тишкернĕ. Паллах, пĕтĕм ыйту тата задани вăрманпа çыхăннă.
Шел, пăртассен «Хуралçă» пĕрлешĕвĕ призерсен йышне лекеймен. Апла пулин те вăл уйрăм конкурссенче палăрма пултарнă. Стена хаçачĕ кăларассипе – пĕрремĕш, гидробиологсен конкурсĕнче виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Пĕтĕмĕшле кăтартусемпе вара малти вырăнсене Муркаш, Куславкка тата Вăрмар районĕсенчи шкул лесничествисем тухнă.
Çамрăк вăрманçăсем вăрманăн пĕтĕм вăрттăнлăхĕсене уçайман-ха, малашлăхра вĕсене çĕнĕ тĕпчевсем, çĕнĕ тупăшусем кĕтеççĕ.
 
 
 


"Çĕнтерÿ çуле"
14 июля 2010
00:00
Поделиться