Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Вăрмансене пушартан сыхлар

Нумай пулмасть район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрусен ĕçĕсен секторĕн, Патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕн тата Сĕнтĕрвăрри лесничествин ĕçченĕсем район территорийĕсенче вырнаçнă вăрмансене пушар хăрушсăрлăхĕ енчен тĕрĕслеме черетлĕ рейд ирттерчĕç.

Уйрăмах вĕсем вăрмана илсе каякан çулсене, вăрмана каякан транспортсене, лăсăллă вăрмансенчи лару-тăрăва тĕрĕслерĕç, халăхпа тĕл пулса калаçусем ирттерчĕç. Кăçал пирĕн районта типĕ курăкран тухнă пушара пула вăрман 13, 2 гектар çинче çуннă, тăкак 250 пин тенкĕпе танлашать. Утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче сÿнтерсе хăварман кăвайта пула Мĕшĕл ялĕ çывăхĕнчи пĕве патĕнче типĕ курăк çунма пуçланă, пушар малтан уя, кайран вăрмана куçнă. Ял халăхĕ, пушарниксем тата лесничество ĕçченĕсем çине тăнипе пушара сÿнтерме, вăрмана пысăк сиенрен çăлса хăварма май килнĕ.

Çанталăк типĕ тăни вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх пысăк пулнине пĕлтерет. Çавăнпа та вăрмана çÿрекен çынсен питĕ асăрхануллă пулмалла, кăвайт хурассинчен тытăнса тăмалла. Вăрман - виçесĕр пуянлăх. Пĕр пĕчĕк шăрпăк çак пуянлăха самантрах пĕтерсе хума пултарнине асрах тытасчĕ.

"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
31 июля 2010
00:00
Поделиться