Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Пуринте пĕр тĕллев паян – вут-кăвартан эс хытă сыхлан!

Таврана тĕтĕм сырса илнĕ. Раççейĕпех вăрмансем çунаççĕ. Лару-тăру хăрушлансах пырать. Синоптиксем вара шăрăх чакасса та, çăлăнăç-çумăрсем пуласса та шантармаççĕ.

Иртнĕ кану кунĕсенче кăна республикăри виçĕ вăрман хуçалăхĕнче пушарсем пысăк лаптăка сарăлнă, тунти кун тĕлне Улатăр тата Кире çывăхĕнче виççĕршер гектар, Шупашкар вăрман хуçалăхĕнче (Мари Республики енчен куçнă) – 30 гектар ытла. Çу пуçланнăранпа пĕтĕмпе 1678 гектар çинче 130 вăрман пушарĕ тухнă.

Улатăрпа Кире çывăхĕнче çынсем пурăнакан вырăнсене «хĕрлĕ автанран» çăлса хăварма вуншар автомашинăпа трактор, çĕршер çын кунсерен çулăмпа кĕрешет, сыхă тăрать. Анчах пурпĕрех Кире тата Атрать поселокĕсемшĕн пушар сиксе ÿкес хăрушлăх пур-ха.

Чăтма çук шăрăх хамăр районта та чрезвычайлă лару-тăру ан кăлартăр тесе район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин ял тата хула поселенийĕсен пуçлăхĕсене, ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене хăйсен территорийĕсенче вăрмансенчи пушарсене асăрхаттарма тата ялсене, поселока хÿтĕлеме çирĕп мерăсем йышăнма хушнă. Чи малтанах вăрман çывăхĕнче вырнаçнă ялсем, объектсем тавралла 3–5 метр сарлакăш сухаласа тухмалла, кашнинчех пĕвесем, шыв илмелли вырăнсем йĕркеллĕ пулмалла, типсе-юшкăнланса пыраканнисене васкавлăн тасатмалла. Автотрассăран ялсене кĕнĕ çĕрте пушар çинчен, вăрмана кĕме юраманни пирки асăрхаттаракан паллăсемпе аншлагсем вырнаçтармалла. Çурт-йĕр секторĕнче инкек-синкекрен сыхланас тесен поселенисен администрацийĕсен çынсене çÿп-çап куписем выртарма, типĕ курăка çунтарма юраманни пирки вĕçĕмех асăрхаттарса тăмалла. Килĕрен çÿресе çынсене хăрушă лару-тăрăва уçса парассипе те (унсăрăн халăха ăнлантарма йывăр) çине тăрсах ĕçлемелле; шыв турттарма, пушарпа кĕрешме юрăхлă пĕтĕм техникăна шута илсе хатĕр тытмалла. Чрезвычайлă лару-тăру çинчен пĕлтерсенех поселенинчи ирĕклĕ пушар хуралĕн çийĕнчех вут-çулăмпа кĕрешме тухса кайма хатĕр пулмалла.

Çак сĕнÿсемпе хушусене мĕнле пурнăçланине ĕнер район администрацийĕнче иртнĕ комисси ларăвĕнче пăхса тухрĕç, поселенисен пуçлăхĕсемпе пĕрлех унта вăрман хуçалăхĕн тата çул-йĕр организацийĕсен ертÿçисем те хутшăнчĕç. Анатолий Кузьмин ялсенче пушара сÿнтерме шыв пурри, пĕвесене мĕнле тытса тăни пирки, ялсем тавралла сухалани тата ытти мерăсем çинчен çирĕп ыйтрĕ, çак йывăр тапхăра чăтса ирттерес тесен канăç çинчен манмаллине, пурин те пĕр тĕллевлĕ ĕçлемеллине каларĕ. Лару-тăрупа Пăртас, Кĕçĕн Кипек, Вăрманкас, Ершепуç, Калинино, Кульцав ял тата Вăрнар хула поселенийĕсен пуçлăхĕсем паллаштарчĕç. Чылай ялта иртнĕ çулсенче пĕвесене тасаттарнă е çĕнĕрен чавтарнă, теприсенче (сăмахран, Катăшра) ял çыннисем укçа пухса пĕвесем алтма палăртаççĕ. Пушарсем пирĕн тăрăха çитес-тĕк, вут-çулăма сÿнтерме шыв ыйтăвĕ çивĕч пулмĕ. Çĕн Хирпуç ялĕпе Çĕн Мĕлĕш тăрăхĕнче кăна пĕвесем тĕлĕшпе кăткăсрах. Вăрман çумĕнчи ялсене пур çĕрте те тенĕ пекех тавралла сухаласа хÿтĕленĕ, ĕлкĕрейменнисен ку ĕçе çак кунсенчех вĕçлемелле. Вăрмансене ытахальтен кĕме чаракан паллăсене вырнаçтарнă, ял çыннисене пухса калаçаççĕ, ирĕклĕ пушар хуралне тухакансене палăртнă – мерăсене çирĕплетнĕ, вĕсем инкеке сирсе яма пулăшас шанăç пур. Анчах çынсен хăйсен ăсĕнче те асăрханулăх туйăмĕсем вăранни кирлĕ, хальхи вăхăтра пĕр пĕчĕк йăнăш та хакла ларать.

«Пурăнмалли çурт-йĕрте пушарсем ачасем шăрпăкпа вылянăран, кил-тĕрĕшре çулăмпа асăрхануллă пулманран ытларах алхасаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх валли апат пĕçерекенсем лаçсенче кунсеренех çулăмпа усă кураççĕ. Ашшĕ-амăшĕ, уйрăмах çамрăксем, ачисене пушар хăрушлăхне ăнлантармаççĕ, килте пĕчченех хăвараççĕ, кайран кил-çуртсăр тăрса юлсан куççульпе макăраççĕ. Хăйсене кăна мар, кÿршисене, ял çыннисене те шар кăтартаççĕ», – терĕ Анатолий Кузьмин, поселени пуçлăхĕсене çакнашкал тĕслĕхсене асрхаттарассипе тимлĕрех пулмаллине палăртса.

Водительсем те, пассажирсем те ăссăрла хăтланаççĕ – сÿнмен сигарет тĕпĕсене пăрахса хăвараççĕ, çавна пулах çул айăккинчи типĕ курăк тивсе илет, вăрмана куçать, ял патне çывхарма пултарать... Анатолий Кузьмин çул-йĕр организацийĕсене çул айăккисене тирпейлĕ тытма, çулăма тивертме пултаракан кĕленчесене вырттармалла маррине тепĕр хут асăрхаттарчĕ. МЧС сотрудникĕсем пушара сÿнтерме, унтан хÿтĕленме техникăпа тивĕçтерме ыйтнине хирĕçлекен ертÿçĕсем тĕлĕшпе те явап мерисем йышăнассине каларĕ.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
04 августа 2010
00:00
Поделиться