Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Пушартан сыланăр

Шăрăх çанталăка тата çынсен тимсĕрлĕхне пула халĕ Раççейĕн темиçе регионĕнче вăрмансем çунаççĕ, вĕсене пула пин çемье ытла çуртсăр тăрса юлнă, 50 çын ытла ку пурнăçран уйрăлса кайнă.

Пирĕн республикăра та - Шупашкар, Улатăр тата Йĕпреç районĕсенче - вăрман çуннă тĕслĕхсем пур. Мари Эл республикинче тата Чулхула облаçĕсенче пысăк вăрман лаптăкĕсем çуннăран тĕтĕм хушăран пирĕн республикăна та "карса" илет. Специалистсем ăнлантарса панă тăрăх, кун пек чух урама сахалтарах тухмалла, килте ларни вырăнлăрах. Чÿречесемпе форточкăсене питĕрмелле, вĕсене шывпа йĕпетнĕ карăсемпе кармалла, пÿлĕмсенче шывпа тултарнă савăтсем лартса тухмалла, урайсене йĕпетсех тăмалла. Йывăр ĕç тăвассинчен тытăнса тăмалла. Шыв ытларах ĕçмелле. Апат рационĕнче ытларах пахча-çимĕç, тинĕс пулли, тип çу (оливо çăвĕ) пулмалла. Чĕрене лăплантарма, юн пусăмне нормăра тытма тата стресс чакарма вĕлтĕрен, хăмла, салтак тÿмми янă вĕрентнĕ шыв, чĕре курăкĕнчен тунă настойка ĕçмелле. Хăвăра япăх туйсан, "васкавлă пулăшу" чĕнтерме ан манăр.

Енчен те пушар тухнине асăрхарăр пулсан, "01" телефонпа шăнкăравлăр, карас телефонпа - "112".

 



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
07 августа 2010
00:00
Поделиться