Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Вăрмансене пушартан сыхлар

Хальхи вăхăтра республика территорийĕнче шăрăх çанталăка пула торфлă вырăнсем тĕлкĕшнĕрен тата вăрмансенче çулăм тухнăран лару-тăру йывăр тăрать.

Вăрманти пушар хăрушсăрлăх йĕркисен пĕтĕмĕшле требованийĕсем:

1. Юр кайса пĕтнĕ тапхăртан пуçласа кĕркуннехи çумăрлă çанталăкчен е çĕре юр хупличчен вăрманта çакна тума юрамасть:

а) лăсăллă хунавсем хушшинче, вăрман каснă тата типĕ курăклă вырăнсенче кăвайт чĕртме;

ă) чĕртнĕ шăрпăксене тата пирус тĕпĕсене, кантăк (кантăк кĕленчесемпе банкăсене) пăрахма;

б) сунарта хăвăрт хĕмленекен материалсенчен хатĕрленĕ патронсемпе усă курма;

в) çуллă тата бензинпа, керосинпа тата ытти çунакан веществосемпе вараланнă япаласене (хут, татăк, мамăк) хăварма;

г) машина двигателĕ ĕçленĕ чухне бака çунтармалли материал яма, çавăн пекех машинăна топливо янă вăхăтра чĕлĕм туртма.

2. Вăрмана йăлари, строительствăри тата промышленноçри çÿп-çаппа варалама.

3. Ялтан пуçтарса тухнă çÿп-çапа вăрман çывăхĕнче ятарласа тунă вырăнта çеç çунтармалла, енчен те:

а) çунтармалли вырăн лăсăллă йывăçсенчен 100 метртан аякра пулсан;

ă) çунтармалли вырăн çулçăллă вăрмантан е уйрăм йывăçсенчен 50 метртан аякра пулсан;

б) çÿп-çап çунтармалли площадка е шăтăк территорийĕ тавра, 25-30 метр радиусра, типĕ йывăçсем, вăрман каснă хыççăнхи туратсем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем пулмасан тата минерализациленĕ икĕ йĕр кирлĕ, кашни 1, 4 метртан ансăр ан пултăр, лăсăллă вăрман çывăхĕнче вара кашни йĕрĕ 2, 6 метртан кая мар, хушши 5 метр пулмалла.

4. Пушар тухас хăрушлăхлă тапхăрта çÿп-çапа вăрманта пушар хăрушлăхĕ çук чухне çанталăк условийĕсене кура тата çакăншăн яваплă çын тĕрĕслесе тăрсан çеç çунтарма юрать.

5. Вăрман çывăхĕнчи е уй-хире хÿтĕлекен симĕс хунавсем таврашĕнчи çĕр лаптăкĕсем çинчи курăка пăхса тăракан пулмасан чĕртсе яма юрамасть.

И.СЕРИН, районти ШĔП-ĕн милицин уполномоченнăйĕсен аслă



"Пирěн пурнăç"
11 августа 2010
00:00
Поделиться